Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата регионта пурăнакансене Раҫҫей кунĕпе саламланă

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата регионта пурăнакансене Раҫҫей кунĕпе саламланă.

«Ҫак чаплă уяв Раҫҫей патшалăхĕн нумай ĕмĕрлĕ истори ҫине тимлĕх уйăрма чĕнет. Тăван ҫĕршыва хисеплеме, ҫитĕнекен ăрăва йăла-йĕркене вĕрентсе пыма, патриотизм туйăмне хăватлантарма витĕм кӳрет, пирĕн несĕлĕмĕрсен пархатарлă ĕҫне упрама пулăшать. Юратнă ҫĕршывăмăра хисеплени пурне те йывăрлăхсене парăнтарма, чăтăмлăха ӳстерме, калама ҫук пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнет, Тăван ҫĕршыва мăнаҫлă тума хăват парать. Пирĕн ҫак тупрана сыхласа хăварма пĕлмелле, ҫитĕнекен ăрăва парнелессишĕн ырми-канми тăрăшмалла.  Раҫҫей пуласлăхĕшĕн тĕллевлĕн ĕҫлемелле, граждансен ырлăхĕшĕн яваплăха туймалла», тенĕ унăн салам ҫырăвĕнче.

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламĕнче ҫапларах ҫырнă: «Ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ хăйне евĕр паллă уяв. Вăл историллĕ пулăм халăхпа, Раҫҫейĕн пуласлăхне унăн шăпине татса панипе ҫыхăннă.  Паян Тăван ҫĕршыв умĕнче ҫĕнĕ капмар тĕллевсем тухса тăраҫҫĕ.  Вĕсене татса парасси пирĕнтен, пултарулăхран, пысăк тавракурăмлăхран, пуҫарулăхран чылай килет.  Апла пулсан, миллионшар ҫынсен ырлăхĕ те пĕтĕмпех ҫакăнпа ҫыхăннă.

Шанатăп, эпир пĕрле кирек епле йывăрлăха та ҫĕнтерсе парăнтарма пултарассине. Палăртса хунă ĕҫсем те туллин пурнăҫа кĕрессе ĕненетĕп», — тенĕ саламра.

«Ҫак уяв Раҫҫейри мĕнпур ҫынна пĕр чăмăра пухать, вӑл пӗ­тӗм наци пӗрлӗхне, патриотлӑха, Тӑван ҫӗр­шыв шӑпишӗн кашниех яваплине сӑнар­лать. Унӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан исто­ри­йӗ­­пе тата культурипе мӑнаҫланатпӑр, хамӑрӑн пысӑк ӑслӑ мӑн асат­­­темӗрсен пуян еткерне тип­терлӗн сыхласа упратпӑр, ҫав вӑ­хӑтрах мӗнпур лайӑх­хине тата ҫӗн­нине хапӑл туса йышӑнатпӑрӑван ҫӗршывӑмӑрӑн ха­ль­­хи пурнӑҫӗ тата малашлӑхӗ пирӗн­тен каш­нийӗн ӗҫӗн­чен килет. Пӗрле эпир унӑн  ча­пӗпе аслӑлӑхне ӳстерме, эконо­микӑпа социаллӑ сфе­рӑ­на кал-кал аталантарма пулӑшакан пӗтӗм пуҫарура ҫи­тӗнӳсем тӑ­вас­си пир­ки пӗрре те иккӗленместӗп», —  тенĕ салам йĕркисенче Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко.

Ҫакăн пекех Михаил Игнатьев патне РФ регионĕсен пуҫлăхĕсенчен, федераци службисемпе республикăра ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисенчен,  район тата хула ертӳлĕхĕсенчен чылай саламсем килсе ҫитнĕ, вĕсем пурте ҫирĕп сывлăх, ĕҫре тата ҫемьере ăнăҫусем суннă, Раҫҫей пуласлăхĕшĕн тăрăшма чĕнсе ҫырнă.

 Тĕплĕнрех...



12 июня 2018
07:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter