Шупашкарта ҫӳллĕшне сикессипе Пĕтĕм Раҫҫейри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

Столица Чувашии приняла Всероссийский турнир по прыжкам с шестомҪĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта ҫӳллĕшне сикессипе Пĕтĕм Раҫҫейри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Турнира ҫĕршыври чи вăйлă та ăста спортсменсем хутшăннă.  Мероприятине пухăннисене хавхалантарма Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ командин тренерĕ, Олимп чемпионĕ Юрий Борзаковский килсе ҫитнĕ.

Ăмăртусене торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  

Уява пуҫтарăннисене Раҫҫей кунĕпе саламланă регион Пуҫлăхĕ, спорт уявĕ пурсăмăра та пĕрлештерсе тăнине палăртса хăварнă.  

Раҫҫей командин тĕп тренерне Михаил Игнатьев чун-чĕререн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи турнира йĕркелесе ирттерме Чăваш Республикине суйласа илнишĕн Юрий Борзаковскийне мухтанă.  Ҫак кун спортсменсене пысăк ҫитĕнӳсем тума чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Юрий Борзаковский регион Ертӳҫине субъектра спорта аталантарассипе пысăк тĕрев панăшăн ырланă, ыттисене хăйĕн паха тĕслĕхĕпе спорта явăҫтарнине уйрăммăн палăртса каланă сумлă тренер. Республика Пуҫлăхĕ спортпа туслă пулни пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Спорт календарĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Ен 2018-мĕш ҫулта пурĕ 50 ытла ăмăрту иртĕ, вĕсем пĕтĕмпех Раҫҫей шайĕнче пуласси паллă.  Республика территорийĕнче официаллă майпа 400 яхăн спорт ăмăртăвĕсем иртĕҫ, спортсменсем спортăн 66 енĕпе хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ.   

Чăваш Республикинче ҫак ăмăртусене йĕркелес шухăш 2015-мĕш ҫулта ҫăмăл атлетикăпа Европа чемпионатне ирттернĕ чух ҫуралнă.  Аса илтеретпĕр, ҫак паллă пулăм та Шупашкарта иртнĕ пулнă.

«Ăмăртусене ҫĕнĕ форматпа ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Европăра анчах мар тĕнчипех анлă сарăлчĕ. Пире хамăра та ҫакнашкал ăмăртусем Чăваш Республикинче иртни кăмăла ҫĕклет. Куракансем те, спортсменсем те питĕ кăмăллă», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Юрий Борзаковский.  

Шестпа ҫӳле сикессипе спортсменсене туптакан аслă тренер, РФ тава тивĕҫлĕ тренерĕ, Раҫҫейĕн спорт мастерĕ  Светлана Абрамова ҫапларах каланă: «Стадионра ăмăртусем хăйне евĕр иртеҫҫĕ. Кунта вара куракансем спортсменсемпе питĕ ҫывăх, шăпах та ҫакă хавхалантарать те пире.  Ҫакнашкал ăмăртусем анлă сарăлччĕр тесе тăрăшатпăр», тенĕ.

Чăваш Ен ырă кăмăлпа кĕтсе илни, куракансем питĕ кăсăкланни, мероприятине ҫӳллĕ шайра йĕркелени – Раҫҫейри спортсменсене тĕлĕнтермеллипех  тĕлĕнтернĕ.  Ăнсăртран мар пулĕ, пирĕн спортсменсем мала тухрĕҫ пулĕ тенĕ сумлă хăна.  

Хĕрарăмсем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче пурне те кая хăварса Чăваш Республикин спортсменки Анжелика Сидорова пĕрремĕш вырăна тухнă.     

Кĕмĕл медале Ангелина Краснова ҫĕнсе илнĕ, вăл Иркутск облаҫĕнчен.

Бронза медале Ирина Иванова тивĕҫнĕ, спортсмен Омск облаҫĕнчен.

Арҫынсем хушшинче мала тухаканĕ Илья Просвирин пулнă, вăл Ярославль облаҫĕнчен. Иккĕмĕш вырăна Антон Ивакин тивĕҫнĕ, спортсмен  Краснодар крайĕнчен, виҫҫĕмĕшне  Тимур Моргунов, вăл Челябинск облаҫĕнчен тата Дмитрий Желябин, спортсмен  Мускавран.   Мала тухакансене парнесем парса хавхалантарнă.  

Мероприяти куракансене савăк кăмăл-туйăм парнеленĕ.      

Фоторепортаж



13 июня 2018
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter