Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ертӳҫи пулма Михаил Анисимова ҫирĕплетнĕ

Министром цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики назначен Михаил АнисимовҪĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕнĕ Указ алă пусса ҫирĕпленĕ, унта Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин ертӳҫи пулма Михаил Анисимова ҫирĕплетнĕ.

Паян ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем «Цифрăллă экономика» федерацин тĕллевлĕ программине ĕҫе кĕртсе пырасси пирки кĕскен пăхса тухнă.  Информаципе технологи пайĕнче кадрсен ыйтăвне ҫĕнетессине, ытларах та ытларах паха специалистсене ĕҫе явăҫтарасси кун йĕркинче ҫивĕч тăнине асăннă.    

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе халăха тивĕҫтерес ĕҫре тухăҫлăрах ĕҫлеме, ĕҫлĕ ҫыхăнусем ансатланса пымаллине асăнса хăварнă.    Ҫитес ҫулсенче регионсенчи патшалăх пулăшăвĕсемпе 60 процентран кая мар электронлă майпа  усă курмалла.  Ҫак тĕллевсем патне ăнтăлассишĕн кашнин тăрăшса ĕҫлемеллине асăрхаттарнă вăл сăмаха малалла тăснă май, палăртнă ыйтусене татса парас тесен, предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсене явăҫтарсан та питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ.

Михаил Анисимов хальхи вăхăтра патшалăхăн ҫĕнĕ программи вăя кĕрсе пынине хыпарланă.  Шăпах та, мĕнпур ыйтусем унта хуравне тупасси те паллă тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май.

«Тĕллевсем ҫăмăлах мар. Чи малтанах, цифра экономикине пурнăҫа кĕртесси тĕп вырăнта тăрать.  Ҫĕнни сахал мар. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тан утса пырас тесен, технологине ăша хывса вĕренсе пымалла, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн  ҫине тăмалла.  Ытти регионсенчен юлса пыма никамăн та ирĕк ҫук, ҫакна лайăх ăнланмалла», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ, ҫĕнĕ ертӳҫĕне, Михаил Владимировича малашне те республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕҫлеме сĕннĕ

 

Михаил Владимирович Анисимов 1995-мĕш ҫулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх  педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн тĕп специальноҫĕ математика, информатика тата техника уйрăмĕ. Ертӳҫĕ педагогика наукин кандидачĕ.

1994 ҫулта Шупашкарти 51-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта математика учителĕ пулса вăй хунă.  

Каярах ИЯ.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче заведующий пулса тăрăшнă, 2017-мĕш ҫултан пуҫласа ҫӳлерех асăннă министерствăн министрĕн ҫумĕ пулса ĕҫленĕ.  

Фоторепортаж



13 июня 2018
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter