Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунне халалласа Чăваш Республикинче паллă пулăм иртнĕ

В Чувашии состоялось торжественное мероприятие, посвященное Дню российского предпринимательства Ҫĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раҫҫей предпринимательлĕхĕн кунне халалласа Чăваш Республикинче паллă пулăм иртнĕ. Уявра мала тухнисене яланхиллех наградăсем парса хавхалантарнă. 

Торжествăлла мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, «Суту-илӳ промышленноҫ палати» Чăваш Енри пĕрлешĕвĕн президенчĕ Игорь Кустарин, предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем, банк сферинче тимлекенсем чылайăн пуҫтарăннă.

Мероприятийĕн тĕп пайĕ пуҫланиччен, Михаил Игнатьев тĕрлĕ курав ĕҫĕсемпе паллашнă. Ертӳҫĕсемпе курнăҫнă май, регион Пуҫлăхĕ республикăн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерсе пыма пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Наци рейтингĕнче мала тухни – пурсăмăра та ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пыма хистет. Ӳлĕмрен те пысăк кăтартусемпе палăрма витĕм кӳрет.  Ĕҫ климачĕ пысăк пулни те куҫкĕретех», — тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Чăваш Енри  вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем 46 пинрен те иртсе кайнă. Таварсен калăпăшĕ ӳснĕ. «Продукципе пулăшу ĕҫĕсен ҫаврăнăшĕ те, бюджета хывакан налуксен виҫи пĕр вĕҫĕмсĕр ӳсеҫҫĕ. Ҫакна йĕркеллĕ ĕҫлĕ климат, предпринимательсене кӳрекен патшалăх пулăшăвĕн механизмĕсем ырă витĕм параҫҫĕ.  Паян пĕчĕк тата вăтам бизнеса укҫа-тенкĕ, пурлăх, йĕркелӳ, консультаци тата право пулăшăвĕ кӳреҫҫĕ. Пирĕн уҫă калаҫу тата усăллă ĕҫтешлĕх регионăн ырлăх-тивлетлĕхĕпе чечекленĕвĕн никĕсне йĕркелеҫҫĕ. Сирĕн бизнеса ăнăҫлă аталанса пыма сунатăп», тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн саламĕнче.

2017-мĕш ҫулта 9 пин ытла ҫын предприниматель пайĕнче тăрăшакансем патшалăх тĕревне илнĕ.  Вĕсем час-часах тĕрлĕ предприятисемпе организацисем йĕркелесе халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕреҫҫĕ. Кăтарту та ҫук мар, пурĕ халăх валли 537 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  Юлашки ҫулсенче Раҫҫей Экономика министерстви регионти предпринимательлĕх пайне сахал мар витĕм кӳрет, тĕрлĕ енлĕ пулăшусем пама тăрăшать.

Сăмаха май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ вăй илсе пынине асăннă, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленнине палăртнă. Кулленех муниципалитетра инфратытăм вăйланнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Бизнес тытăмра ĕҫлекенсем валли ҫăмăллăх мелĕсем те чылай тенĕ регион Пуҫлăхĕ. 

Ҫак кун предпринимательсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин ҫапларах каланă: «Тавах сире ҫакăн пек тăрăшса ĕҫленĕшĕн.   Эсир хастар пулни, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм парать. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарма регионта чăннипех те условисем чаплă. 200 пин ытла ҫын ҫак сферăра ĕҫлеме кăмăл тунă.  Ытларах пайĕ вĕсенчен промышленноҫ тытăмĕнче вăй хурать», тенĕ.

Саламсем ҫумне ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, «Суту-илӳпе промышленноҫ палати» Чăваш Енри пĕрлешĕвĕн президенчĕ Игорь Кустарин хутшăннă, предпринимательсем ҫӗршыв экономикине аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ тунине, Раҫҫейĕн финанс тытӑ­мӗн кон­курент­лӑхне ӳстерме, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ый­тӑва татса пама пулӑ­шнине палăртнă. 

Пĕр пухăннă пек чухне уявра ертӳҫĕсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Бизнес тата влаҫ хушшинчи электронлă майпа ĕҫ хучĕсене йĕркелесе пырасси ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Владимир Аврелькин ыйтусене итленĕ хыҫҫăн, влаҫри ҫынсем бизнесра ĕҫлекенсен сĕнĕвĕсене яланах итлеме хатĕррине, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене патшалăх енчен сахал мар пулăшу куҫнине хыпарланă. 

Ертӳҫĕсем яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Фоторепортаж



14 июня 2018
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter