Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă

Глава Чувашии держит на личном контроле строительство Чувашского кадетского корпуса ПФО им. Героя Советского Союза А.В. КочетоваҪĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Атăлҫи федераци округĕн Чăваш Енри кадетсен корпусĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă.

Объектра ҫакăн пекех республика Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, регионти влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, тĕрĕслевпе асăрхав службисен представителĕсем тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.   

Планпа палăртса хунă тăрăх, Чăваш Енри кадетсен корпусне кăҫал авăн уйăхĕнче хута яма тĕллев лартнă. Объект ĕҫне 2017-мĕш ҫулта утă уйăхĕнче пуҫланă, ăна пурнăҫлаканĕ «Фирма «Старко» ТМЯО. Енчен те шкул туллин хута каяс пулсан, харăсах 400 кадета вырнаҫтарма май пулĕ.

Хальхи вăхăтра ҫуртăн ҫивĕттине сараҫҫĕ специалистсем. Объектра шалти ĕҫсем те хĕрӳ пыраҫҫĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫак кун корпусра строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă, специалистсемпе курса калаҫнă. Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем шкул ҫывăхĕнчи общежитипе те паллашнă, унта 250 ачана вырнаҫтарма май пулĕ, енчен те туллин пурнăҫа кĕрес пулсан. Палăртса хăвармалла ҫак ырă ĕҫе «РЕНОВА» группа компани пысăк тĕрев парать.

Михаил Игнатьев строительсене ĕҫ графикне ҫирĕп пăхăнса пыма хушнă, йĕркене пăсма никамăн та ирĕк ҫук тесе асăрхаттарса хăварнă.

Ҫак кун пуҫлăхсем шкул таврашĕнче тирпейлĕх хуҫаланмалли пирки те сăмахланă.  Ку ĕҫшĕн хула администрацийĕ яваплă пулмалла тесе асăннă.  Аукцион палăртнă, ĕҫлес текенсем ĕҫ хучĕсене ҫак конкурса тăратса, мала тухас пулсан объекта пуҫлама пултараҫҫĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинче объекта пурнăҫласси пирки 2017-мĕш ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Енчен те палăртса хунă пек ĕҫсем пĕтĕмпех йĕркеленсен унта регионсенчен ачасем 5 класран пуҫласа вĕренме килесси паллă. Учрежденире РФ Сывлăш-космос вăйĕсем валли специалистсем хатĕрленсе тухасси куҫкĕретех пулĕ.

 Фоторепортаж



14 июня 2018
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter