Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата отрасль ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

«Сывлăх вӑл – пурлăх», – пӗлтерет чӑваш халӑх ӑслӑлӑхӗ. Меди­цина ӗҫченӗсем ҫак нимрен хаклӑ пуянлӑха сыхласа хӑварассишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗ халӑх хушшинче яланах хисепре.

Сывлӑха сыхлас ӗҫ отраслӗ умӗнче паян кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗ­не ӳстермелли, вилеслӗхе чакармалли пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тӑ­раҫҫӗ. Ҫакӑ кашни медицина ӗҫченнех ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхлӑ, тарӑн пӗлӳллӗ пулма, чун туртнипе суйласа илнӗ ӗҫе тата пархатарлӑ тивӗҫе парӑнса тӑма хистет.

Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав тытӑмӗ юлашки ҫулсенче Раҫҫейре чи тухӑҫлисенчен пӗри пулнине федераци шайӗнче палӑртаҫҫӗ. Республи­кӑра медицина пулӑшӑвӗпе пурте усӑ курма пултармалли майсем йӗр­келесси, сиплев учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес­си, вӗсене хальхи хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑ­хатпӑр. Ҫапах та халӑх сывлӑхне сыхласа хӑварас енӗпе пуринчен ытла сывлӑх хуралҫисем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсен кулленхи ҫӑмӑлах мар ӗҫӗ ҫынсене ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, тепӗр чухне вара вилӗмрен ҫӑ­лӑнса юлма пулӑшать.

Пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна, хӑйӗн професси уявне васкавлӑ пулӑшу дежурствинче е чирлӗ ҫын вырӑнӗ умӗнче  ирттерекен пӗтӗм медицина ӗҫченне чунтан тав тӑватӑп. Сирӗн пурнӑ­ҫӑрта савӑнӑҫ парнелекен самантсем май пур таран ытларах пулччӑр, ҫемйӗрте вара ырлӑхпа килӗшӳ хуҫаланччӑр.

Сире телейпе тӑнӑҫлӑх, ҫитӗнӳсем тата нумай ҫул сывлӑхлӑ пу­рӑнма сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                       Михаил Игнатьев



15 июня 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter