Республикăра медицина пайĕнче тăрăшакансем професси уявне паллă тунă, вĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Михаил Игнатьев поздравил медицинских работников Чувашии с профессиональным праздникомҪĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина пайĕнче тăрăшакансем хăйсен професси уявне паллă тума пуҫтарăннă.

Медицинăра ĕҫлекенсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Регион Ертӳҫи Чăваш Енре пурăнакансемшĕн чи пархатарлă та паллă уяв тесе каланă ҫак мероприятине. Медицинăра ĕҫлекенсемшĕн кăна мар, кашни ҫынна питĕ ҫывăх тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, ăна хапăл тусах халăх кĕтнине асăннă.

Ҫак уяв иртнĕ ĕҫсене пĕтĕмлетме, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене палăртма та витĕм кӳрет тенĕ республика Пуҫлăхĕ. Сăмаха май, сывлăх сыхлавĕн пайĕнчи пысăк ҫитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă. Чи пахи ҫынсен пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланни. Халăха пурăнма регионта кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ пулни пурсăмăра та савăнтарать. Медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ кулленех ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем вăй илсе пыраҫҫĕ. Халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ хăпарать, ҫаксем пĕтĕмпех республикăра социаллă пурнăҫ вăйлă аталанса пынине ҫирĕплетеҫҫĕ.   

«Чăнласах та, Раҫҫейре паян медицина тĕслĕх вырăнĕнче, питĕ хăватлă. Чи паха ĕҫ опычĕсем пирĕн республикăра пулса пыраҫҫĕ.  Раҫҫейри ытти регионсем хушшинче Чăваш Республики тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар.  Тĕнче шайĕнчи медицина учрежденийĕсем пирĕн регионта пур. Шăпах та, ҫаксем граждансене хавхалантараҫҫĕ, вĕсен пурăнас ĕмĕрне тăсаҫҫĕ», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев. Сăмаха май, республика Правительстви регионта сывлăх сыхлавĕ лайăх аталанса пытăр тесе сахал мар тĕрев панине палăртнă. Сиплев учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуянланать, ФАПсем кулленех хута каяҫҫĕ, специалистсен пĕлӳ шайĕ хăпарсах пырать. Республика хыснинчен куҫакан пулăшу виҫи те пĕчĕк мар 18 млрд яхăн.  «Тĕп пуянлăх эсир, медицинăра ĕҫлекенсем. Енчен те ҫынсем сывă пулсан, эпир паллă, пуринчен те пуянрах», хăй шухăшне каланă Михаил Игнатьев.  Ҫынсем медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă, ҫакă тĕп кăтартусенчен пĕри пулса тăрать тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

2030-мĕш ҫулсем тĕлне халăхăн ĕмĕрне 80 ҫула ҫитерме тĕллев лартнă.  Кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та пĕр хутчен ҫеҫ мар уйрăммăн палăртса каланă тесе аса илсе хăварнă унăн сăмахĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Халăха ытларах та ытларах сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмелле. Спортпа туслă ҫын яланах ҫирĕп, вăйлă, пысăк тавракурăмлă, хăватлă. Кун пирки граждансене тăтăшах аса илтерсе тăмаллине ҫирĕппĕн чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.  

Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Пурнӑҫа медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ мӗнпур ҫынна чунтан тав тунă Михаил Игнатьев. «Сирӗн пурнӑ­ҫӑрта савӑнӑҫ парнелекен самантсем май пур таран ытларах пулччӑр, ҫемьере вара ырлӑхпа килӗшӳ хуҫаланччӑр. Сире телейпе тӑнӑҫлӑх, ҫитӗнӳсем тата нумай ҫул сывлӑхлӑ пу­рӑнма сунатӑп», тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Ҫак кун медицина пайĕнче тимлекенсене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов та саламланă. «Республика сывлăх сыхлавне пулăшас тата аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Эпир сывлăх сыхлавне модернизацилес енĕпе пысăк ĕҫсем турăмăр, ăна пула пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕпе ытларах çын усă курать, сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсĕ палăрмаллах çирĕпленчĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕн службин бригадисен ĕçĕ лайăхланать, врачсен тата медицина ĕçченĕсен ĕç укçи ӳсет. Çакă пĕрремĕш сыпăкри пулăшăва, уйрăмах ял тăрăхĕнче, çамрăк кадрсене явăçтарма май парать. Раҫҫей Президенчĕ кăҫал ҫу уйăхĕнче алă пуснă ҫĕнĕ Указра пысăк тĕллевсем лартнă. Ăна пурнăҫлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлмалла», тенĕ министр.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов уява пухăннисене саламланă май, çынна юратса хисеплени, тăрăшса сиплени малашлăхра та республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмне ăнăçлă аталантарма пулăшать тенĕ.

Мероприятинче Чăваш Республикин чи паллă та чаплă медицина ĕҫченĕсене уйрăммăн асăнса хăварнă, вĕсем ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче, вăл шутра Сергей Агафонкин. Паллă тухтăр шыҫă чирĕсене сиплессипе ĕҫлет. Унăн ĕҫĕсене Раҫҫей шайĕнче те сахал мар палăртнă, нумай ҫынна вăхăтра сиплесе, ура ҫине тăма пулăшнă, пурăнас ĕмĕрне тăснă.

Яланхиллех уяв концертпа вĕҫленнĕ.  

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре 17 пин ҫын медицинăра ĕҫлет. Вĕсенчен 5 пин ытла врач, ыттисем вăтам медицина пĕлĕвĕ илнисем.  

Фоторепортаж



16 июня 2018
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter