Куҫман пурлăхсен кадастр хаклавне Чăваш Енре ҫĕнетсе пыраҫҫĕ

 Ҫĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Канашне янă Ҫырура  пурлăхсемшĕн куҫакан налук виҫи пирки сăмах хускатнăччĕ.  Кашни граждан валли вăл йĕрке ансат та меллĕ пулмалла тенĕччĕ.  Хаксем паллах, рынокринчен пысăк пулмалла мар тесе асăрхаттарнăччĕ.  Кадастр хаклавĕ пур ҫынна та пырса тивекен ыйту.  Вăл мĕнле пулнинчен, пĕтĕмпех налук пайĕ паллă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева ҫӳлерех асăннă ыйту пирки тарăн чарăнса тăнă.

2019-мĕш ҫулта Чăваш Республикинче 764 пин куҫман пурлăх пирки ҫĕнĕ кадастр хаклавĕ пуласси паллă, кунсăр пуҫне 136 пин лаптăк йышăнакан ҫĕр пайĕсене те промышленноҫ валли е тата ытти тытăмра усă курăнаканнисене тĕпрен хаклав ирттерме плана кĕртнĕ.

Пĕрремĕш тапхăрпа 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуҫласа ҫĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕччен тĕрĕслевсем иртнĕ. Асăрхаттарусем те пулман маррине каланă министр хăйĕн сăмахĕнче.  Тӳрлетӳсем хыҫҫăн, объектсенчен 20 проценчĕпе нумай хваттерлĕ ҫуртсен кадастр хакне 7 процента ҫити чакарма май килнине асăннă. Производствăра усă курăнакан объектсен хакĕ вара 9 процентран 2 процента ҫити чакнине хыпарланă.

Тĕрĕслев ĕҫĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ 2018-мĕш ҫулта утă уйăхĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕччен пырĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтусене халăхпа анлăн сӳтсе явмаллине чĕнсе каланă. 2019-мĕш ҫулта пурлăхшăн тӳлемелли налуксен квитанцийĕсене илнĕ чухне кĕтменлĕхсем сиксе ан тухччăр тесен, ҫĕнĕлĕхсем пирки те вăхăтра хыпарламалла.  

Аса илтеретпĕр, «Чуваштехинвентаризация» БУ  (www.chuvti.ru) сайтĕнче куҫман пурлăхсем пирки малтанласа палăртнă кадастр хакĕсене вырнаҫтарнă. Кашни ҫын хăйсен объекчĕ пирки хаксем ҫинчен вуласа пĕлме пултарать.

Налук тӳлекенсене валли хыпарсем ансатрах пулччăр тесе, Раҫҫей ФНС официаллă сайтĕнче те пĕлтерӳсем чылай, унта халăх электронлă майпа туххăмрах ҫĕнĕлĕхсене пĕлме пултарать.



18 июня 2018
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter