Республика кунне ирттерме Чăваш Ен хатĕрленсе ҫитнĕ

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Пухăннисем Республика кунĕпе ҫыхăннă мероприятисем пирки тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче палăртнă уяв кунĕнче ҫĕнĕ производствăсем регионта хута каяссине пĕлтернĕ.

Ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществинче резинăран тата пластизолран ачасем валли мечĕксемпе теттесем серипе туса кăларакан пысăк технологиллĕ производство комплексĕ уҫăлассине те палăртса хăварнă вăл, енчен те ҫак ĕҫ пурнăҫлансан, таварсен калăпăшĕ 30 процента ҫити ӳсессине асăннă.

Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Шупашкарти «Ҫеҫпĕл» предприяти» акционерсен хупă обществин шĕвексем, шĕветнĕ газ тата вĕтĕ пĕрчĕллĕ хутăшсем турттармалли танк-контейнерсем туса кăларакан производство уҫма хатĕрлееҫҫĕ. Вăл объект Муркаш районĕнче пулать.

Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче «АККОНД» АО ҫĕнĕ лини хута ярать, пылак ҫимĕҫсем калăплакан производство ҫĕршывĕпех паллă пуласси те куҫкĕретех пулĕ.   

Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен Комитетăн «Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенче проект ĕҫĕ валли укҫа-тенкĕ уйăрасси» темăпа йĕркеленĕ «ҫавра сĕтел» уҫă калаҫу пулать, унта тĕрлĕ шайра ĕҫлекен влаҫри ҫынсем пуҫтарăнаҫҫĕ.  Бизнес сферăра вăй хуракансем те ĕҫе хутшăнма кăмăл тунă.  

Ҫĕртме уйăхĕн 23–24-мĕш кунĕсенче «Регионсем – чикĕсĕр ĕҫтешлĕх» регионсем хушшинчи XXV курав уҫăлать. Мероприяти Шупашкар хулинче, Хĕрлĕ тӳремре иртĕ.  Кăҫал хăйне евĕр пысăк ҫĕнĕлĕхсем пулĕҫ курма пыракансем валли. Куравсене тĕрлĕ енлĕн хатĕрленĕ. Производство, ял хуҫалăхĕпе строительство, культура, спорт тытăмĕнче тăрăшакансем ҫĕнĕ меслетсемпе паллаштарасси паллă. Вăл кунсенче каҫхине Шупашкарта фейерверксен фестивалĕ иртет, вăл  каҫпа 22:00 сехетре пуҫланать. Пурĕ унта 5 команда хутшăнма кăмăл тунă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев культура программисем пирки тĕплĕнрех паллаштарнă.   Пурĕ 220 пултарулăх ушкăнĕ уявра хутшăнасси паллă. РФ 33 регионĕнчен хăнасем килме хатĕрленеҫҫĕ. Ют ҫĕршывран килес текеннисем те пур-ха.  «Раҫҫей ҫăлкуҫĕсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн фестивальне хутшăнакансен гала-концерчĕ пулать.  Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявне кăҫалхипе ăна 6-мĕш хут ирттереҫҫĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн «Руҫ ăстисем» декораци-прикладной искусство ăстисен Пĕтĕм Раҫҫейри конкурсне хаваслă лару-тăрура уҫма плана кĕртнĕ, мала тухнисене наградăсемпе хавхалантарасси паллă.

Болгаринчен килсе ҫитекен ушкăнсем Красноармейски районĕнче тĕп уявра пулĕҫ. Вĕсемпе пĕрле Раҫҫейри хăш-пĕр регионĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнма плана кĕртнĕ. Ачасен ятарлă паркĕсем, юмах тĕнчи уҫăлĕ.  Кăҫал ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче 12 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Хĕрлĕ тӳремре «Чаплăлан, Чăваш Ен» - Чăваш Ен хăй пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнакан уяв программи халăха хавхалантарĕ, тĕрлĕ тапхăрсенчи ҫитĕнӳсемпе паллаштарĕҫ. «Йĕппе ӳкернĕ эрешсем» Раҫҫей этнографи музейĕн фончĕн куравĕ уҫăлать, ăна Санкт-Петербургран килекен хăнасем хатĕрленĕ.  

 

Каҫхине 17 сехетре Чăваш Енĕн Ачасен пĕрлештернĕ хорĕн уяв концерчĕ пуҫланать. Вăл Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре пулать.

Чăваш Республикин патшалăх уявĕ – Республика кунĕ торжествăлла майпа каҫхине 18 сехетре уҫăлать, унта регион ертӳлĕхĕ, хăнасем чылайăн пуҫтарăнĕҫ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче уяв халăхшăн усăллă пулмаллине, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ҫитĕнтерме витĕм кӳмеллине каланă. «Пирĕн чи юратнă уяв. Унта кашни ҫулах аслисем хăйсен ачисемпе мероприятисене хутшăнма кăмăл тăваҫҫĕ. Апла пулсан, кашни ҫыннăн чĕрине савăк кăмăл-туйăм парнелемелле, мероприятисене ҫӳллĕ шайра йĕркелемелле, профессионализм тени те малта пулмалла.  Пуян йăла-йĕркесемпе, культурăпа паллашма кашнине ирĕк памалла, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳмелле», – тенĕ регион Ертӳҫи.  



18 июня 2018
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter