Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Росатом» патшалăх корпорацийĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Росатом» патшалăх корпорацийĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва «Росатом»  ГКче ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕтессипе ĕҫлекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Дмитрий Байдаров, ҫыхăнусене ҫирĕплетессипе ĕҫлекен Программăна пурнăҫа кĕртекен проектсен офисĕн ертӳҫи Владимир Арончик, проект пуҫлăхĕ Сергей Бурнос хутшăннă.

Тĕлпулăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Ертӳҫĕсем Чăваш енре икĕ кун хушши пынă конференци ĕҫĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх корпорацийĕн представителĕсемпе Чăваш Республикине пысăк тĕрев панăшăн, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе курăмлă проектсем йĕркелесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Чăваш Енре электротехника кластерĕ тахҫантанпах ҫирĕп аталанса пырать.  Таварсен пахалăхĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.  Пирĕн предприятисен тĕнчери пысăк организацисенчен пĕрре те кая мар, ытларах чухне лайăхрах та.  Таварсем «Раҫҫейре тирпейленнĕ» бренда тивĕҫлĕ.  Енчен те пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕҫлесен, ҫитĕнӳсем тата та пуласси паллă. Ун чухне тен эпир тата та вăйлăрах пулăпăр», тенĕ регион Ертӳҫи.

Дмитрий Байдаров  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин промышленноҫ производствин пуласлăхĕ пысăк тесе хакланă. Вĕсен предприятийĕ те уйрăмах ҫак сферăра, электротехника кластерĕпе ĕҫлеме тĕллев лартнине хыпарланă.

«Эпир паянхи пурнăҫ таппипе килĕшсе тăракан таварсене тирпейлесе кăларма хатĕр. Чăваш Республикинче ҫак ĕҫсене пурнăҫа кĕртме условисем ҫителĕклĕ.  Аслă шкулсем ҫывăхĕнче база пуян. Тĕпчев ĕҫĕсемпе те эсир курăмлă.  Патшалăх корпораци кирек-епле ĕҫе те пурнăҫа кĕртме хавас, уйрăмах сирĕнпе пĕрле ĕҫлеме», – тесе палăртса каланă Дмитрий Байдаров.  

Палăртса хăваратпăр, «Росатом» патшалăх корпорацийĕ йĕркеленĕ конференцине Чăваш Енре промышленноҫ пайĕнче тимлекен 40 ытла представитель хутшăннă.  Ертӳҫĕсем кăсăклă ыйтусене чылай сӳтсе явнă, ҫĕнĕлĕхсем пирки те канашланă, пысăк  технологисене пурнăҫа кĕртесси ҫинчен те чарăнса тăнă.  Чăваш Республикинчи чи паллă предприятисем:  "Релематика", АО "ЧЭАЗ", "Интеллектуальные сети" ТМЯО, НПП "ЭКРА" ТМЯО, НПП "Динамика" ТМЯО, НПО "Каскад" АО, НПП "Спектр" ТМЯО, "Промэнерго" АХО тата ытти предприятисем те  хăнасене хăйсен ĕҫĕсемпе паллаштарнă.  

Фоторепортаж



18 июня 2018
10:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter