Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă, ĕҫпе юрă, спорт уявĕнче ентешсене саламланă

Национальный праздник «Акатуй» отметили в Чебоксарском районеҪĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă. Унта республика Ертӳҫи ĕҫпе юрă, спорт уявĕнче ентешсене «Акатуй» уявĕпе саламланă. Мероприяти Кукеҫри «Улăп» ятлă спорт комплексĕн территорийĕнче иртнĕ.

Пухăннă хăнасем ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ тĕрлĕ курав ĕҫĕсемпе паллашнă, чăвашсен тутлă апачĕсене курса хакланă, тĕрлĕ сувенирсене пăхса киленнĕ.

Уяв мероприятийĕсен планĕпе килĕшӳллĕн, вăл кун ертӳҫĕсем районти хăрушлăхсăр паха ҫулсем программăпа пурнăҫа кĕнĕ ҫĕнĕ объект ĕҫĕпе паллашнă. Федераци программипе муниципалитетри пĕр ҫухрăм ытла ҫула сарса тирпейленĕ. Ҫамрăк спортсменсем ҫулăн пахалăхне хакланă.

Каярах сцена ăстисем чăвашсене ҫутта кăлараканне И.Я. Яковлева халалласа, вăл ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнине палăртса ятарлă мероприяти йĕркеленĕ.  Хăнасемпе вырăнти халăх пĕрле «Алран кайми аки-сухи» гимн юррипе савăнăҫлă мероприятине пуҫланă.

Пухăннă хăнасемпе ял ĕҫченĕсене Шупашкар районĕн пуҫлăхĕ Николай Хорасев тата администрацийĕн ертӳҫи Владимир Димитриев саламланă.   Ертӳҫĕсем ҫурхи ĕҫсемпе паллаштарнă, ҫитĕнӳсем пирки каласа панă. Ҫанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, ҫурхи ака ĕҫĕсене вăхăтра пурнăҫланине хыпарланă вырăнти ертӳлĕх.  

Чи лайăх ĕҫлесе пыракан хуҫалăхсем пирки чарăнса тăнă. «Атлашевский», «Чурачикское», «Прогресс» тата Ленин ячĕпе хисепленекен колхоз ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесе каланă вĕсем.

Район сĕт тирпейлессипе, аш-какай туса илессипе кăтартусене ӳстернĕ. Муниципалитетра пурĕ инвестициллĕ 5 проект пурнăҫа кĕрет. Вĕсем: «Новочебоксарский» теплица комплексĕ, «Агрофирма «Ольдеевская» АХО, «Агрохолдинг «Юрма» ТМЯО тата ыттисем те.

«Чăнласах та, тухăҫ илме хăватлă никĕс хурса хăварнă. Апла пулсан, ҫитĕнӳсем пуласси куҫкĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, кăҫал ҫанталăк лăпкă тăманнине кура, тыр-пул пухса кĕртесси кăштах хавшама та пултарĕ тенĕ вăл. «Ҫĕнĕ технологисене ытларах пăхăнмалла. Кашни кунпа тухăҫлă усă курма пĕлмелле», - тесе палăртса каланă регион Ертӳҫи.  

Михаил Игнатьев района патшалăх енчен пысăк тĕрев куҫнине асăннă.  Район администрацийĕ федераци тата республика шайĕнчи программăсене хастар хутшăнать.  Ҫулсем хута каяҫҫĕ, ФАПсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, инфратытăм ҫирĕпленет.  Вырăнта халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе та курăмлă ĕҫлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мĕнпур халăх ҫакна курать, условисемпе те кăмăллă вĕсем.  Ҫамрăксем, аслă ҫулсенчи ватăсем ырă пуҫарусене ырлаҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕр ĕҫченĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă: «Тайма пуҫ сире, эсир ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫ туса пыратăр. Хăвăра шанса панисене таса чунпа яваплăха туйса пурнăҫлатăр», - тенĕ вăл.

Уявра регион Пуҫлăхĕ Шупашкар районне 574,6 пин тенкĕ илме май паракан сертификат парса чысланă.  Пулăшу ҫулсене сарма куҫасси те паллă. Кунсăр пуҫне муниципалитетри ҫӳп-ҫап пухса тирпейленекен вырăна реконструкцилеме 38,7 млн илме май паракан сертификата тивĕҫтернĕ.   

Аграри тытăмĕнче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Ĕҫпе юрă, спорт уявне пуҫтарăннă ентешсене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, саламланă, «Акатуй» чăвашсен хăйне евĕр пысăк уявĕ тесе хакланă. Вăл йăла-йĕркепе культурăна тата ытти пулăмсене упраса хăварма май парать тенĕ сумлă хăна.   Чи пахи  ĕҫчен те ырă халăха палăртса наградăсем парса чыслани тенĕ депутат сăмаха малалла тăснă май.

«Патшалăх сахал мар хуҫалăхсене вăй илме тĕрев парать», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ,  финанс тата налук ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн ертӳҫи Альбина Егорова.  Республика хыснинче районти ача садне хута яма 61 млн пăхса хăварнă тесе ырă хыпара пĕлтернĕ.

Кăҫал тухăҫа тулли пухса кĕртме, ырми-канми тăрăшса ĕҫлеме, уяв ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, социаллă ыйтусемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Вячеслав Рафинов та саламланă.

Мероприяти яланхиллех уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, мала тухнисене парнесем парса хавхалантарнă.  

Фоторепортаж



18 июня 2018
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter