Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ФГАУ «Фонд новых форм развития образования» генеральнăй директорĕн ҫумĕпе Антон Тимкинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с заместителем генерального директора ФГАУ «Фонд новых форм развития образования» Антоном ТимкинымҪĕртме уйăхĕн  19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ФГАУ «Фонд новых форм развития образования» генеральнăй директорĕн ҫумĕпе Антон Тимкинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем вĕрентӳ пайĕнче пурнăҫа кĕрекен федерацин ҫĕнĕ проекчĕсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Тĕлпулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков хутшăннă.  

Антон Тимкин хăйĕн сăмахĕнче Фонд ачасене хушма пĕлӳ парассипе ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе тарăн ĕҫленине хыпарланă.

Аса илтеретпĕр, РФ регионĕсенче «Кванториум» технопарк анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.  Ăна Раҫҫей Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2015-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 27-мĕшĕнчен ĕҫе кĕртме тытăннă.  Приоритетлă проект чăннипех та ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине асăннă ертӳҫĕсем.  

«РФ регионсен тĕревне кура, пурĕ ҫĕршывра 85 площадка хута кайнă. 61 субъектра ĕҫе кирлĕ пек шайра йĕркеленĕ. 2019-мĕш ҫулта ҫĕнĕ тапхăрпа объектсене хута яма плана кĕртнĕ. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне ҫакăн йышши пурĕ 750 объект пуласси те паллă», – тенĕ сумлă хăна.  

Антон Тимкин Михаил Игнатьева регионта «Кванториум» сумлă ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ачасене хушма пĕлӳ парассипе пысăк витĕм кӳрет ҫак учреждени тенĕ вăл. Шăпăрлансен тавракурăмлăхĕ ӳссех пырать, ҫитĕнсен вĕсем аслă шкулсене те туххăмрах вĕренме кĕрейреҫҫĕ.  Чи лайăх ен, пысăк конкурссенче ачасем малти вырăна тухни, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса пани.

«Паянхи кун тĕлне Чăваш Енри ачасем биологи енĕпе малта пыраҫҫĕ. Вĕсен пĕлӳ шайĕ ҫав тери тарăн. Проектсем Раҫҫей шайĕнче те кăсăклă», тенĕ Антон Тимкин.

Сăмаха май, Михаил Игнатьев пирĕн тăрăхри «Кванториум» нумаях пулмасть региона Японирен килнĕ делегацине те кăсăклантарнине хыпаралнă.

«IT-cube» пилотлă проект Раҫҫейри 6 субъектра пурнăҫа кĕнине пĕлтернĕ Фондăн генеральнăй директорĕн ҫумĕ.

Тепĕр пысăк проект кăҫалтан пурнăҫа кĕрет. Аслă шкулсем ҫывăхĕнче ачасене валли ятарлă базăсем хута ярасси. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республики ҫак проекта тивĕҫме пултарĕ. Ăна енчен те пурнăҫа кĕртес пулсан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хута ярасшăн.  Антон Тимкин Чăваш Енĕн проекта Раҫҫейре пĕрремĕш пурнăҫламашкăн условисем ҫителĕклĕ тесе хакланă.

Михаил Игнатьев хăнана Антон Тимкина региона пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе пыма республика яланах хатĕр тенĕ Чăваш Ен Ертӳҫи.  

Фоторепортаж



19 июня 2018
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter