Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Ҫĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» пĕтĕм Раҫҫейри политика Партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн Регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Актуаллă ыйтусене сӳтсе явма «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕн ҫумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн йышăну пӳлĕмĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи Николай Николаев хутшăннă.  

Ҫĕмĕрле хулинче пурăнакан Надежда Пояндаевăна Культура ҫурчĕн шăпи кăсăклантарнă, ҫак ыйтăва республика Пуҫлăхĕ патне илсе ҫитернĕ.  «Ҫĕмĕрлере пурăнакансем культура пайĕпе сывлаҫҫĕ тесен те йăнăш мар. Тăтăшах тĕрлĕ конкурссене хутшăнса мала тухма тăрăшаҫҫĕ. Ачасем, аслă ҫулти ватăсем хапăл тусах кружоксене ҫӳреҫҫĕ. Ветерансен хорĕ чаплă ĕҫлет», тесе хыпарланă вăл.

Михаил Игнатьев ҫапларах хурав панă: «Республикăра культура ҫурчĕсене ҫĕнĕрен хута ярассипе курăмлă ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ. Кинозалсем ҫĕнĕрен хута каяҫҫĕ.  Сирĕн шухăшăр питĕ тĕрĕс, кăҫал объекта хăпартма плана кĕртнĕ. Бюджетран 8 млн куҫарма пăхса хăварнă. Таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлекен подрядчика тупса палăртсан, ҫурт хăпарса та ларĕ», тенĕ.

Ҫĕрпӳрен килсе ҫитнĕ Любовь Шароновăна гидротехника сооруженийĕсем хумхантарнă. Пурлăхлă тăпрана шыв-шур ҫисех пырать, вырăн-вырăнпа айлăмсем тăрса юлаҫҫĕ тенĕ хĕрарăм.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче гидротехника сооруженийĕсене тапхăр-тапхăрăн юсаса пынине пĕлтернĕ. Объектсене пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен те сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. 2018-мĕш ҫулта ăна валли хыснара укҫа уйăрнине хыпарланă, ял старостине обществăлла ĕҫе хастар хутшăннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă вăл.

Куславккаран килсе ҫитнĕ Олег Корнилов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхне районти тĕп больницăна ҫĕнетсе улăштарма пысăк тĕрев панăшăн тав тунă.  Ялсенче ФАПсем  уҫăлни те вырăнти халăхшăн ҫав тери паха тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Ватă пенсионера районти тĕп больницăра колонофиброскоп ĕҫлеменни пăшăрхантарать.  Ҫынсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеме Шупашкара ҫити ҫул тытнине пĕлтернĕ. «Район больницинче ҫак хатĕре вырнаҫтарма условисем пур, специалисчĕсем те тарăн пĕлӳллĕ», тенĕ вăл.  

Михаил Игнатьев ҫак шухăшпа килĕшнĕ. Чăнласах та, граждансен диспансеризаци ҫийĕнчех тухмалла. Кирек-епле ăнсăртран сиксе тухакан чирсене вăхăта вăраха тăсмасăрах специалистсен тупса палăртмалла.  Район валли республика хыснинчен ҫак медицина хатĕрне туянма пĕр миллион ытла укҫа уйăрнă. Ҫулталăк вĕҫлениччен больницăра хатĕре вырнаҫтарĕҫ тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Вăрнар районĕнчен килнĕ Марина Степановăна шкулсенчи спортзалсем пăшăрхантарнă, вĕсенче юсав ĕҫĕсем йĕркелеме май ҫук-ши тесе ыйтнă регион Ертӳҫинчен.  Ачасем тĕрлĕ мероприятисенче хутшăнса час-часах пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ тенĕ хĕрарăм сăмаха малалла тăснă май.

«Укҫа-тенкĕ бюджетра пăхса хăварнă. Кăҫал эсир калакан шкулта тĕпрен юсав ĕҫĕсем пулĕҫ, спортзал ҫĕнелĕ», тесе ырă хыпара каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Юлашки ҫулсенче ачасене аталантарса пыма, кирлĕ пек условисем йĕркелеме сахал мар республика хыснинчен укҫа-тенкĕ тăкакланать. «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн программипе килĕшӳллĕн шкулсенче спортзалсене юсаҫҫĕ.

Муркаш тăрăхĕнче физкультура учителĕ пулса ĕҫлекен Родион Григорьев республика Пуҫлăхĕ патне ял урамĕсенче ҫутă ҫителĕксĕр пулнине илсе ҫитернĕ.   Автомашина ҫулĕсем уйрăмах пысăк тимлĕхе ыйтаҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Пиллĕк ача ашшĕ тата тепĕр ырă шухăша та хыпарланă республика Пуҫлăхне. Ялта пурăнакансем пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртессипе хастар ĕҫлеҫҫĕ тенĕ арҫын.

«Енчен те автомашина ҫулĕ ял тăрăх тăсăлса выртать пулсан, вăл лаптăка ҫутăпа тивĕҫтермеллех. 2018-мĕш ҫулта ҫак ĕҫе пурнăҫлама укҫа бюджетра пăхса хăварнă», тенĕ регион Ертӳҫи.  

Михаил Игнатьев ҫул-йĕр правилисене ачасене, аслисене тăтăшах аса илтермелле, тимлĕхе самантлăха та ҫухатма никамăн та ирĕк ҫук тесе асăрхаттарнă. Шкул ачисемпе уроксенче кун пирки каласан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Мĕнпур ыйтăва регион Ертӳҫи ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.

Аса илтеретпĕр, ҫулталăкне темиҫе хутчен те ҫакăн пек йышăнусем иртеҫҫĕ. Халăх тăтăшах хăйсене хумхантаракан ыйтусене ун патне илсе ҫитерме тăрăшать. Тепĕр тесен, куҫа-куҫăн курса калаҫни, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама, яланах тĕрĕс йышăнусем туса хăварма витĕм кӳрет тет республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Фоторепортаж



19 июня 2018
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter