Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вăййисен финал пайне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă

В Чувашии стартовали 50-е республиканские финальные военно-спортивные игры «Зарница» и «Орленок»Ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт вăййисен финал пайне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă. Кăҫалхипе мероприяти 50-мĕш хут иртнĕ. 

Паллă пулăма ҫакăн пекех Раҫҫей Геройĕ, Чăваш Республикин, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен  Уполномоченнăй Елена Сапаркина, Ҫĕрпӳ районĕн пуҫлăхĕ Татьяна Баранова, «Сыны Отечества» офицерсем, Чăваш Енрен тухнă паллă ентешсем килсе ҫитнĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев лагерь ĕҫĕпе кăсăкланнă, условисене курса ĕненнĕ, командăсенчи яш-кĕрĕмпе тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. 

Ҫак муниципалитета пĕтĕмпе республикăран 800 вĕренекен пуҫтарăннă. Мероприятисем ҫĕртме уйăхĕн 19-22-мĕш кунĕсенче иртеҫҫĕ.  Ҫар вăййисенче чи хастаррисене, пултаруллисене тупса палăртĕҫ.  Ачасем пĕр-пĕринпе туслашса, малашнехи ҫул-йĕрсенче килĕшсе пурăнма вĕренсе пыраҫҫĕ.

Пухăннă ҫамрăксене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  Ҫитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси патшалăх тивĕҫĕ пулнине асăннă Пуҫлăх.  Тăван ҫĕршывшăн юрăхлă ҫынсем пулма кулленех пирĕн вĕренсе пымалла вĕсене тесе чĕнсе каланă ентешсене саламланă май.   «Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин патриотизм наци пуҫарăвĕ тесе хаклать.  Ҫĕршыв - ăста та пултаруллă яш-кĕрĕм ҫитĕнсен, вĕсем пархатарлă ĕҫсем пурнăҫласан тата та вăйлăрах хăватланĕ тет. Ҫĕршывра обществăлла политика лару-тăрăвĕ те ырă еннех куҫса тăнăҫлă аталанса вăй илсе пынине палăртать. Пуласлăх ҫамрăксен аллинче. Вĕсенчен те ҫĕршыв мĕнле пуласси сахал мар килет. Ҫавăнпа та пирĕн ҫитĕнекен ăру валли кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратассишĕн яланах ҫине тăрсах ĕҫлемелле», тесе палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ хăйĕн саламĕнче.

Тахҫантанпах йăлана кĕнĕ ҫар вăййисен финал ăмăртăвĕсене Раҫҫейри мĕнпур регионсенче те ирттермеҫҫĕ. Пирĕн тăрăхра ăна 50 ҫул хушши ĕнтĕ пĕр татăлми кирлĕ пек йĕркелесе пыраҫҫĕ. РФ ытти субъекчĕсемшĕн ырă тĕслĕх тесен те йăнăш мар пулĕ.   

«Зарница» тата «Орленок» ҫар вăййисем граждансене воспитани пама витĕм кӳреҫҫĕ, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пыма хистеҫҫĕ, кăмăл-сипет туйăмне лайăхлатма, ăҫ-хакăл тĕнчине пуянлатма май параҫҫĕ.  Пĕрле туслă ĕҫлеме, юлташлăха упрама, Тăван ҫĕршыва хисеплеме тата юратма вĕрентеҫҫĕ», тенĕ Михаил Игнатьев.

Ҫак мероприятинче яланхиллех мала тухнисене хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă.

Сумлă хăна, Раҫҫей Геройĕ Николай Гаврилов ăмăртусене хутшăнакансене мала тухса, ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.  Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттерме сахал мар тĕрев панине уйрăммăн мухтаса каланă вăл. Регион Пуҫлăхĕ патриотизм туйăмне ачасенче вăйлатассипе чылай мероприятисем йĕркелесе ирттерме майсем туса панине те асăнса хăварнă.

«Тен, сирĕнтен хăшĕ-пĕри хăйĕн пурнăҫĕнче ҫар профессийĕсемпе ҫыхăнтарĕ. Тăван ҫĕршыва хӳтĕлесси – ҫав тери чаплă та пархатарлă тивĕҫ. Пирĕн аттесемпе асаттесем те Тăван ҫĕршыва сыхланă», – тенĕ Раҫҫей Геройĕ.

Мероприятинче «Гром» Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерстви ҫумĕнчи ятарлă уйрăм специалисчĕсем, ҫамрăксемпе хăнасене хăйсен ăсталăхне кăтартса панă, йывăрлăхсене парăнтарассипе ҫыхăннă меслетсене сăнарланă.

Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи пуҫланнă кун. Пухăннисем, ҫывхарса килекен паллă куна асăнса, пуҫне хунă паттăрсене чысласа минутлăха шăплăха тытнă.

Палăртса хăваратпăр, регионта кашни ҫул тенĕ пекех 500 ытла мероприяти патриотизм темипе иртет. 2018-мĕш ҫулта Граждансене патриотизмла воспитани парассипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Координаци канашлăвĕ йĕркеленнĕ.

Кадетсен юхмĕ ҫулран ҫул вăй илсех пырать, пĕтĕмпе вĕсен шучĕ регионта 114-ран та иртсе кайнă. Республикăра 4 пин ача хăйсен ăсталăхне ҫак ушкăнсенче туптаса пырать. Шыравҫăсен юхăмĕ те анлă сарăлнă, унта та ҫамрăксем хастар хутшăнаҫҫĕ.

2017-мĕш ҫулта Атăлҫи федераци тăрăхĕнче Патăрьел районĕнчи 1-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта ăс пухакан ҫамрăксем пĕрремĕш вырăна тухнă, 14 командăна хыҫа хăварнă.  Чулхула  облаҫĕнче иртнĕ ăмăртусенче Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди 2-мĕш вырăна тухса ырă тĕслĕх кăтартнă.

Фоторепортаж



20 июня 2018
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter