Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн cуд приставĕсен директорĕпе Дмитрий Аристовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева и руководителя Федеральной службы судебных приставов Дмитрия АристоваҪĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп суд приставĕсен - Федераци службин суд приставĕсен директорĕпе Дмитрий Аристовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех РФ Суд приставĕсен Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Анатолий Иванов хутшăннă.

Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне икĕ ен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă. «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, юлашки 2 ҫул хушшинче пĕрлештернĕ бюджета 5,5 млрд тенкĕ парăм пухса панă. Кăҫал специалистсем ҫулталăк пуҫланнăранпа 750 млн пуҫтарма та ĕлкĕрнĕ», тенĕ ФССП директорĕ.  

Регионта тăлăха юлнă ачасене хваттерсемпе тивĕҫтерессипе курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Ĕҫ укҫин парăмĕсене парса татассипе те республикăра йĕркеллĕ пĕтĕмпех. «Ҫак ыйту питĕ ҫивĕч тăрать. Предприятисен потенциалĕпе ҫыхăннă. Пурин те пĕр тĕллев – парăмсене парса татасси. Пĕчĕккĕн, пĕчĕккĕн пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитерĕпĕр», – тенĕ Дмитрий Аристов. «Граждансене айăплавран пăрăнса иртме çукки, суд йышăнăвне вăхăтра пурнăçламанни ырăпа вĕçленменни çинчен асăрхаттарасси, çак шухăш-ăнлава çынсен ăс-тăнне кĕртсе хăварасси – пирĕн тĕп тивĕç», – тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Килнĕ ертӳҫĕ РФ Суд приставĕсен Чăваш Енри Управленийĕн ĕҫне пысăка хакланă. Управленийĕнче тăрăшакансен кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине, специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫе таса чунпа яваплăха туйса, саккунсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫласа пынине палăртнă.

Раҫҫейри Тĕп суд приставĕ республикăра лару-тăру кирлĕ пек шайра пулса пынине, службăсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем те тухăҫлă тесе каланă.  Сăмаха май, Дмитрий Аристов республика Ертӳҫине Михаил Игнатьева ҫывхарса килекен Республика кунĕпе саламланă.

Фоторепортаж



20 июня 2018
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter