Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Енри Управленине ялав торжествăлла майпа чысланă

Михаил Игнатьев принял участие в церемонии вручения знамени Управлению Федеральной службы судебных приставов по Чувашской Республике – ЧувашииҪĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ суд приставĕсен Чăваш Енри Управленине ялава торжествăлла майпа чыслассипе ҫыхăннă мероприятине хутшăннă.

Паллă пулăма К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ирттернĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн суд приставĕсен  аслă ертӳҫи Дмитрий Аристов Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхне Анатолий Иванова ҫĕнĕ ялава тыттарнă.   «Федерацин Суд приставĕсен Чăваш Енри Управление официаллă символа торжествăлла майпа тивĕҫтеретпĕр», – тесе вуласа панă Раҫҫей Президенчĕн грамотине РФ Тĕп суд приставĕсен директорĕ.

Дмитрий Аристов хăйĕн сăмахĕнче, ҫак пулăм малашнехи ĕҫсенче тата та тивĕҫлĕн ĕҫлесе пыма шанăҫ патăр тенĕ.    Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче  РФ пĕрлештернĕ бюджетне служба ĕҫченĕсем 6 млн ытла пухса кĕртнине асăннă вăл. Граждансене те сахал мар витĕм кӳнĕ, виҫе 11 млн иртсе кайнă тенĕ ертӳҫĕ.  Пĕтĕмпе вĕсен служби 980 ĕҫ хутне пурнăҫланă. Административлă майпа йĕрке пăсакансене те сахал мар тупса палăртнă, 18 пинрен те кăтарту иртнĕ.

Управленийĕн ертӳлĕхĕ ытларах ачасен прависене хӳтĕлес ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Пурĕ ку тĕлĕшпе 680 млн ытла укҫа шыраса илнĕ йĕрке пăсакансенчен. Тепĕр ырă тĕслĕх, ĕҫ укҫипе парăм пухăнса кайнă предприятисемпе организацисенчен те чылай укҫа тавăрни.  Вĕсем пурĕ 5 пин граждан ыйтăвне тивĕҫтернĕ.  

«Управленире тăрăшакансем лайăх кăтартусем пулччĕр тесе ĕҫленĕ.  Тепре чухне вĕсен ĕҫĕ курăнман пек те, анчах та ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăха валли усăллă ĕҫсем йĕркелеҫҫĕ службăра вăй хуракансем», – тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн судсен аслă приставĕ.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ведомство ĕҫченĕсене пĕлтерĕшĕ пулăмпа саламланă, малашнехи яваплă ĕҫре ҫитĕнӳсем туса пыма чĕнсе каланă.  

«Паллă кун, ылттăн сăрăсемпе ҫырăнса юлĕ историре.  Ялав пурне те саккунсене пăхăнса таса чунпа, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлеме хистет.  Пурсăмăр та ҫине тăрса ĕҫлесен, ҫитĕнӳсем пулаҫҫех.  Обществăлла пурнăҫпа политика та пĕр тикĕс аталанса пырĕ.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланĕ.    Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тесе, кашни тăрăшса ĕҫлĕпĕр», – тенĕ вăл.   

РФ Суд приставĕсен Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Анатолий Иванов хăйĕн сăмахĕнче тивӗҫсене чыслӑн пурнӑҫлама, палӑртнӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн татса пама, пысӑк ӑсталӑхлӑ пулма шантарнă.  «Эпир ялава ялан чыслăн упрăпăр, патшалăх шанăҫне тӳрре кăларма тăрăшăпăр», – тенĕ ертӳҫĕ.   

Яланхиллех пуҫлăхсем пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

Фоторепортаж



20 июня 2018
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter