Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри пушара хирĕҫ кĕрешекен службине тата Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк министерствин Вăрман хуралĕн тытăмне ҫĕнĕ автомашинăсен уҫҫисене савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев вручил огнеборцам республики ключи от 26 новых автомобилейҪĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри пушара хирĕҫ кĕрешекен службине тата Чăваш Республикин Ҫут ҫанталăк министерствин Вăрман хуралĕн тытăмне  ҫĕнĕ автомашинăсен уҫҫисене савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă.  

Мероприяти Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ.

Палăртнă кун ятарлă службăсем пĕтĕмпе пушара хирĕҫ кĕрешес ĕҫре усă курмалли ҫĕнĕ 15 машина тивĕҫнĕ. Вĕсене Шупашкар, Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Каҫал ен, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай тăрăхĕсене илсе ҫитерĕҫ. Chevrolet Niva маркăллă 11 ҫăмăл автомашинăсене вара Улатăр, Вăрнар, Йĕпреҫ, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă, Ҫĕмĕрле тата Етĕрне тăрăхĕсенчи вăрман хуралĕсен тытăмне тивĕҫтернĕ.  

Мĕнпур техникăна республика бюджетĕнчи укҫапа туяннă.  Вĕсене 2018-мĕш ҫулта илме хыснара 96 млн 600 пин тенкĕ пăхса хăварнă пулнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал пуҫласа регионта пушара хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен службăсенче техника пайне тĕпрен ҫĕнетнине асăннă. Бюджетран укҫа-тенкĕ чылай уйăрнă. Историре кун пекки пулман тесен те йăнăш мар.

Регион Пуҫлăхĕ Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп Управленийĕн ертӳҫине Станислав Антонова ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ҫакăн пекех Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров та хисепе тивĕҫнĕ.  Асăннă служба ĕҫченĕсене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн тав тунă регион Ертӳҫи. Паянхи пурнăҫ таппинче пушар сӳнтермелли хальхи йышши тытӑмсем тата службӑ­сем­пе ведомствӑсем пӗр-пӗринпе лайӑх ҫыхӑнса ӗҫлени вут-ҫулӑмӑн ал­­­хасуллӑ вӑйӗпе тухӑҫлӑн кӗрешме, вут-кӑвар вучахне васкавлӑн сӳн­терме, пушарсем кӳрекен сиене чакарма май параҫҫӗ тесе каланă палăртса Михаил Игнатьев. Чӑваш Республикинче пушар тӗлӗшӗнчи лару-тӑру Раҫҫейре чи шанчӑкли­сенчен пӗри шутланать. Юлашки ҫулсенче пушарсен шу­­чӗ чакнӑ. Чӑваш Енри пушар службин ӗҫченӗсем ҫӳл­­лӗ шай­ри професси ӑсталӑхӗпе тата яваплӑхпа палӑрса тӑраҫ­ҫӗ тенĕ регион Ертӳҫи сăмаха пĕтĕмлетсе.  Ӳлĕмрен те ҫаплах пулассине шанса каланă. «Пушар сӳнтерекенӗн профессийӗ хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ. Унашкал ӗҫе чӑннипех те пархатарлӑ, паттӑр та хӑюллӑ тата чун хавалӗпе вӑйлӑ ҫын­сем кӑна пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Ҫулӑм вӑл час-часах сиксе тухакан хӑрушӑ инкексен сӑлтавӗ. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри», тенĕ вăл.  

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче республика хыснинчен ҫĕнĕ техникăсем туянма пурĕ 89 млн уйăрнине хыпарланă. Пурĕ 16 ед. техника илме пултартăмăр тенĕ вăл. Укҫа-тенкĕпе перекетлĕ усă курнине кура, ытти хатĕрсем те сахал мар туяннине хыпарланă ертӳҫĕ. «Пурĕ 15 машина ҫула тухĕ тата тепĕр иккĕшне Республика кунĕнче савăнăҫлă лару-тăрура парса чыслĕҫ», пĕлтернĕ вăл.

Вăрман хуралĕн аслă ертӳҫи Владимир Курчин хăйĕн савăнăҫне пытарайман. Вăл та ҫакăн пек ятарлă техникăсемпе вĕсен служби пуянланнăшăн хĕпĕртесе республика ертӳлĕхне тав сăмахĕсем каланă.

Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп Управленийĕн Ветерансен канашĕн председателĕн ҫумĕ Василий Нягин ырă ĕҫсемшĕн мухтаса Чăваш Республикин Пуҫлăхне чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. «Пĕр ҫĕнĕ машина виҫĕ кивĕ машина чухлĕ ĕҫлеме пултарать. Тухăҫлăх каламасăрах паллă, куҫкĕретех. Пушара хирĕҫ кĕрешекенсемшĕн чăн-чăн савăнăҫ. Кун пекки тахҫантанпах пулманччĕ», тесе сăмаха ҫирĕплетсе каланă вăл.

Вăрман хуралĕн службинче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă ветеран Федор Тихонов та ҫак шухăшсемпе килĕшнĕ, чăн-чăн пысăк парне пулса тăчĕ ҫакнашкал автомашинăсем парса тивĕҫтерни тенĕ.  Палăртса хăвармалла, ертӳҫĕ пулса Федор Тихонов 19921994-мĕш ҫулсенче ĕҫленĕ.

Фоторепортаж



21 июня 2018
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter