Республика кунĕ умĕн, «АККОНД» АО сахăр печенийĕ туса кăларакан ҫĕнĕ линине торжествăлла майпа уҫнă

Накануне Дня Республики АО «АККОНД» запустило новую линию по производству сахарного печеньяҪĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Республика кунĕ умĕн, «АККОНД» АО сахăр печенийĕ туса кăларакан ҫĕнĕ линине торжествăлла майпа уҫнă.   Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.  

Мероприятине пухăннисем чи малтан предприяти ĕҫĕпе кăсăкланнă, ҫĕнĕ хута каякан производствăн технологийĕсене курса ĕненнĕ.   Предприятийĕн генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов хăйĕн сăмахĕнче, ҫĕнĕ лини печенисен ассортиментне ӳстерме май парĕ тенĕ. Тирпейленсе тухакан таварсене хамăр тăрăхра кăна мар, Раҫҫей тулашне те тивĕҫтерме тĕллев лартатпăр тесе хыпарланă.  Апла пулсан, РФ субъекчĕсенче пирĕн таварсем сарăласси каламасăрах паллă.  Производствăна хута яма 150 млн тăкакланă. Халăх валли ҫĕнĕ 60 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Вырăнти халăха саламланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах палăртнă: «Республика кунĕ ҫывхарса килет.  Кун пек пысăк предприятисенче ҫĕнĕ линисем хута кайни Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Организаци нимĕнле йывăрлăхсенчен те хăрамасăрах кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем уҫать.  Чи пахи – таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулни.  Халăх кăмăллать, тăтăшах туянать таварсене. Палăртса каламалла, «АККОНД» АО республикăра анчах мар, Раҫҫей шайĕнче пĕр хутчен ҫеҫ мар пысăк хисепе тивĕҫнĕ. Вĕсен ĕҫĕсене ют ҫĕршывра тимлекенсем те час-часах ырăпа асăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тĕнчипех вĕсене пĕлеҫҫĕ», палăртса каланă вăл.

«Хисепе тивĕҫнĕ ветерансен ырă ĕҫĕсене паянхи ҫамрăксем малалла тăсса пыраҫҫĕ. Вĕсен паха опычĕсем тĕп вырăнта.  Сирĕн предприяти регионти экономика ҫирĕп аталанса пынине ҫирĕплетсе парать.  Паллă, сирĕн тата та тĕллевсем пысăк. Предприятисене кулленех модернизацилессишĕн вăй хуратăр, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем пулччĕр тесе ҫине тăрсах тăрăшатăр. Патшалăх программисемпе те ĕҫлетĕр, тĕрев те сахал мар тивĕҫетĕр»,   тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха вакланă май.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырура кăҫал 6 ҫул хушшинче экспорт таварĕсен калăпăшне икĕ хут та ӳстерсе пырассишĕн тĕллев лартма чĕнсе каланă.  Пире хирĕҫ санкцисем тăратаҫҫĕ пулин те, ҫак ҫӳлерех асăннă предприяти ют ҫĕршывсене чылай тавар ăсатать, ҫыхăнусем чакса ларман-ха.

Республикăра инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пынине кура, халăх валли 2017-мĕш ҫулта 2800 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.  Кăҫал та ҫак ĕҫе малалла тăсма палăртса хунă, кăтартăва 2000 ҫитерме шухăш пур тенĕ Ертӳҫĕ.

«АККОНД» АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов патшалăхшăн, Чăваш Республикишĕн яланах тăнăҫлăх малти вырăнта пулмалла тесе каланă.  «Эпир ҫĕнĕ производствăсем уҫнăшăн хамăр та савăнатпăр. Мăнаҫланма май та пур.  Экономика хăватланать. Ҫынсем кăмăллă,  пысăк ĕҫ укҫне вăхăтра илсе пыраҫҫĕ.   Ҫакă мар-и, телей тени»,  тесе каланă вăл.

Сумлă ветеран, фабрикăра ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă Нина Свиридова пĕтĕмпе предприятире 34 ҫул тăрăшнă.  Сăмаха май, хăш-пĕр ĕҫсем пирки аса илсе хăварнă.  Коллектив ҫав тери туслă, пĕрне-пĕри яланах пулăшма тăрăшнине пĕлтернĕ. «Хăй вăхăтĕнче пĕчĕк предприятиччĕ. Сахал таварсем калăпланă. Паян вара, тĕнчипе паллă промышленноҫ предприятийĕ пулса тăчĕ. Ҫав тери хавхалантарать пире», хăй шухăшне каланă сумлă хĕрарăм.  

Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.  Чи пултаруллă та ăста ĕҫчешсем Чăваш Республикин Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмалли сехете тивĕҫнĕ. 

Фоторепортаж



21 июня 2018
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter