Республика кунĕ умĕн Чăваш Енĕн ĕҫчен ҫыннисене патшалăх наградисене парса чысланă

В преддверии Дня Республики труженикам Чувашии вручены государственные награды Паян Правительство ҫуртĕнче торжествăлла  мероприяти пулса иртнĕ.

«Пирĕн хушăмăрта Чăваш Республикинче ҫуралса ӳснисем е тата регион тулашĕнчен килнисем те сахал мар. Вĕсем тăван тăрăхшăн чылай вăй хунă. Ҫитĕнӳсем те ҫук мар.  Тĕрлĕ професси ҫыннисем Чăваш Ен илемленсе вăй илсе пытăр тесе таса чунпа яваплăха туйса ĕҫленĕ, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă», тесе палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Савăнăҫлă лару-тăрăва пухăннисене Михаил Игнатьев тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн мухтаса тав тунă, малашне те ӳсĕмсем тума чĕнсе каланă.

«Сирĕн ҫитĕнӳсем – Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле Раҫҫей Федерацийĕн ӳсĕмĕ. Эпир, чăннипех те сирĕнпе мăнаҫланатпăр, мухтанатпăр. Ҫитес ăру та сире яланах асра тытасса шанатпăр» – тенĕ вăл сăмаха тăсса.   

Хисепе тивĕҫнисем: промышленноҫ пайĕнче, вĕренӳпе наукăра, ял хуҫалăхĕпе строительствăра, сывлăх сыхлавĕпе культурăра, спортра сахал мар пысăк тӳпе хывнă.

Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх наградине тивĕҫнисем:  Николай Тихонов,  вăл ял хуҫалăхĕнче ĕҫлесе хисеплĕ тракторист-машинист ятне илнĕ.  

«АККОНД» АО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов, Чăваш Республикин Администрацийĕн Ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ – шалти ĕҫсен Управленийĕн пуҫлăхĕ Николай Каргин, «Тус» АО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Тав ҫырăвĕсене тивĕҫлĕ пулнă. Вĕсене Тав ҫырăвне Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров парса чысланă.  

Республика кунĕ умĕн Чăваш Енĕн паттăр та хастар, пултаруллă ĕҫчешсене патшалăх наградисене парса чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.  

Михаил Игнатьев республикăра ĕҫлесе хисепе тивĕҫнĕ виҫĕ ҫынна кăкăр ҫине ҫакмалли паллăсене парса чысланă. Культура, наука, техника тытăмĕнче ĕҫлесе ырă ята тивĕҫнĕшĕн мухтанă. Вĕсем: Виталий Петров (Праски Витти), Герольд Плечов,  Александр Афанасьев.

Орден тата медале ҫаксем тивĕҫнĕ: «ВНИИР»  АУО генеральнăй директорĕн советникĕ Года Нудельман. Унăн 200 ытла наука ĕҫĕсем пичетленсе тухнă.    РФ паллă художникĕ Виктор Бритвин. Вăл 150 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Халăхра автор хатĕрленĕ тĕрлĕ куравсем те анлă сарăлнă. Паллă ӳнер ăсти чăннипех те ҫитĕнекен ăрушăн паха тĕслĕх. «Ҫак хисепе эпĕ пĕччен тивĕҫмен, манăн ҫемье те пысăк тӳпе хывнă. Эпир Ҫĕршыва юратнине ҫирĕплетет награда», – тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.  

Чăваш Республикин Хисеп грамотине ултă ҫынна панă. Пурĕ паян республикăра пурăнакан 37 ентеш патшалăх наградине илнĕ. «ПĔРЛĔХЛĔ РАҪҪЕЙ» пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн   регионти уйрăмĕн ĕҫ тăвакан комитетăн ертӳҫи Дмитрий Щепелев Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕҫнĕ.  Ҫывхарса килекен Республика кунĕ умĕн ҫакăн пек награда илме ҫав тери кăмăллă пулчĕ тенĕ ертӳҫĕ. Ӳлĕмрен тата та лайăхрах тăван ен халăх ырлăхĕшĕн  пĕрлĕхре ĕҫлеме хавхалантарать пире ҫакăн пек тимлĕх уйăрни тесе хăй шухăшне палăртнă вăл.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕҫлекен кафедра доценчĕ Александр Возяков ҫапларах каланă: «Чăваш Республики хăйĕн ҫыннисемпе мăнаҫланма пултарать. Ăнсăртран мар пулĕ пирĕн паллă ентешсем: Иван Яковлев, Никита Бичурин, Константин Иванов, Петр Хузангай тата ыттисем те. Пирĕн те вĕсенчен кая юлма юрамасть, тăрăшса ĕҫлемелле», тенĕ вăл.

Официаллă церемони вĕҫленнĕ хыҫҫăн, хăнасем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе ҫывăх тăрса калаҫнă, хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки хыпарланă.  

Фоторепортаж



21 июня 2018
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter