Астăвăмпа хурлану кунĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕмĕрлĕх вут-ҫулăмĕ умне чечек кăшăлне хунă

В День памяти и скорби Глава Чувашии Михаил Игнатьев возложил венок к Вечному огнюТăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă кун Шупашкарта пурăнакансемпе хула хăнисем çулленех «Çĕнтерӳ» мемориал комплексне пухăнаççĕ: çапăçу хирĕнче пуç хунă ентешсене Астăвăмпа хурлану кунĕнче аса илеҫҫĕ, вĕсемпе мăнаçланнине, паттăрлăхĕ пархатарлă ывăл-хĕрĕн, мăнукĕсен чĕринче манăçманнине çирĕплетеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирттернĕ хурлăхлă митинга Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Федерацин МСП аталантарассипе ĕҫлекен Корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Браверман,  Федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Раҫҫей бизнесĕн представителĕсем,   федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх, политикăпа общество организацийĕсен яваплă çыннисем, Шупашкар хулин ертӳлĕхĕ, вăрçă тата тыл ветеранĕсем, çар хирĕçтăрăвĕнче пулнисем хутшăннă, паттăрсене асра тытса пĕр минут шăплăха тытнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мухтав монуменчĕ, Афган вăрçинче, Çурçĕр Кавказри тытăçусенче пуç хунисен ячĕпе çĕкленĕ палăк умне чечек кăшăлĕ хунă, Иоанн çапăçуçăн часавайĕнче вĕсене асăнса çурта çутнă.

Асăннă куна палăртса республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче хурлану мероприятийĕсем иртеҫҫĕ.

Чăваш Ен халăхĕ Ҫĕнтерӳшĕн пысăк тӳпе хывнă. Тăван ҫĕршыва хӳтĕлеме пирĕн регионтан 208 пин ҫын вăрҫă хирне тухса кайнă. Вĕсенчен 106 пин ытла салтак каялла тăван кĕтесе таврăнайман.   «Çамрăк ăрăвăн Аслă Çĕнтерӳ мĕнле туптаннине пĕлмелле, Тăван çĕршыва юратмалла тата мирлĕ пурнăçа хакламалла. Пирĕн аттесемпе асаттесем ҫĕршыва сыхласа хăварассишĕн сахал мар тăрăшнă, эпир яланах вĕсене асра тытатпăр», — çапла каланă регион Ертӳҫи.

Фоторепортаж



22 июня 2018
13:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter