«Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществинче резинăран тата пластизолран ачасем валли мечĕксемпе теттесем серипе туса кăларакан пысăк технологиллĕ производство комплексне торжествăлла лару-тăрура уҫнă

На Чебоксарском производственном объединении имени В.И. Чапаева состоялся запуск производственного комплекса по серийному выпуску детских резиновых и пластизольных мячей и игрушекҪĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществинче резинăран тата пластизолран ачасем валли мечĕксемпе теттесем серипе туса кăларакан пысăк технологиллĕ производство комплексне торжествăлла лару-тăрура уҫнă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн  Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Департамент директорĕн ҫумĕ Андрей Гусев, «ФНТЦ «Информхиммаш»  АО генеральнăй директорĕ Юрий Зозуля, ««Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Михаил Резников килсе ҫитнĕ.

Республика Пуҫлăхĕ заводра ĕҫлекенсене ҫак паллă мероприятипе саламланă.

«Пысăк технологиллĕ производство модернизациленсе хута кайрĕ.  Сахал мар унăн ĕҫне инвестици хывнă. Ĕҫлеме условисем ҫăмăлланнă. Ҫутă та таса, пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать. Раҫҫей территорийĕнче ҫакăн пек пĕртен-пĕр производство. Ачасем валли тĕрлĕ вылямалли хатĕрсем калăплассипе предприяти ĕҫлет.  Таварсемпе Раҫҫей регионĕсенче кăна усă курмаҫҫĕ, тулашри ҫĕршывсем те хапăл тусах кĕтеҫҫĕ», тесе каланă Михаил Игнатьев.  

Регион Ертӳҫи тата ҫакна та палăртса хăварнă, таварсен тĕсĕсем тĕрлĕрен, патшалăх пулăшăвне те сахал мар тивĕҫеҫҫĕ. Производство таварĕсен калăпăшĕ кулленех ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 2017-мĕш ҫулта предприяти таварсен йышне 5 млрд тенкĕ чухлĕ хăпартнă. Ĕҫ тухăҫлăхĕ ӳссе пырать, апла пулсан, халăхăн шалу укҫин шайĕ те хăпарса пыни куҫкĕретех.  

Михаил Резников хăйĕн сăмахĕнче завода Раҫҫей Минпромторгĕ пысăк тĕрев панине кура, вăйлăрах хăватланса пынине асăнса хăварнă. Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Правительство ертӳлĕхĕ те кулленех пысăк витĕм кӳрет тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Ертӳҫĕ малашнехи тĕллевсем ҫинчен те каласа кăтартнă. Пуласлăхра, 2025-мĕш ҫул тĕлне завод инвестициллĕ 10 проекта пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă тесе пĕлтернĕ.   

«Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин оборонăпа промышленноҫ комплексĕнче 2025-мĕш ҫул тĕлне таварсен калăпăшĕн шайĕ 30 процента ҫити хăпармалла тесе чĕнсе каланă, 2030-мĕш ҫул тĕлне вара – 50 процент патне ҫитессишĕн тăрăшмалла тет. Пирĕн вара плансем пысăк, эпир 2025-мĕш ҫул валли 50 процентран ирттерсе ярассишĕн тăрмашатпăр. Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртес тесе ырми-канми вăй хуратпăр», хыпарланă завод ертӳҫи.

Предприятинче ĕҫлекенсене ҫак кун Раҫҫей Федерацийĕн  Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Департаменчĕн директор ҫумĕ Андрей Гусев ăшшăн саламланă.  «Эсир граждансем валли кăна таварсем калăпламастăр, ҫар хатĕрĕсем те чылай сирĕн заводра тирпейленсе тухаҫҫĕ. Заказсем те сирĕн ҫук мар. Апла пулсан, предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк», тенĕ вăл.

«Эсир пурнăҫлакан ĕҫ ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Завод тĕрĕс ҫул-йĕрпе пырать.  Эпир сирĕнпе ӳлĕмрен те ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр», – палăртнă «ФНТЦ «Информхиммаш»  АО генеральнăй директорĕ Юрий Зозуля.  

Хăнасем ҫак кун заводăн ĕҫ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашнă, таварсене курса хакланă.

«Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционерсен обществин ĕҫ тăвакан директорĕ Михаил Резников завод ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлет тенĕ. Таварсен пахалăх шайĕ пысăк пултăр тесе вăй хунине уйрăммăн палăртса каланă. Раҫҫей шайĕнче чăннипех те, завод хисеплĕ вырăн йышăнать, ăна пĕлменни ҫук тесен те йăнăш мар. Ҫĕршыври мĕнпур таварсенчен 15 проценчĕ пирĕн тăрăхран тирпейленсе тухнисем. Ҫак кăтартăва пуласлăхра 25-30 процента ҫитерме тĕллев лартаҫҫĕ ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж



22 июня 2018
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter