Чăваш Республикинчи предприятисем МСП Корпорацийĕнчен финанс тĕлĕшĕнчен 300 млн яхăн пулăшу илме пултарĕҫ

Предприниматели республики могут получить финансовую поддержку Корпорации МСП объемом около 300 млн рублейПаян Раҫҫей Федерацийĕн федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен Комитечĕн «Раҫҫей Федерацийĕн»  субъекчĕсенче проект ĕҫĕ валли укҫа-тенкĕ уйăрасси» темăпа йĕркеленĕ  «ҫавра сĕтел» ларăвĕ Правительство ҫуртĕнче иртнĕ.

 Палăртнă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, МСП Корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Браверман, влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем, регионти паллă предприятисен ертӳҫисем хутшăннă.

Ĕҫе пухăннисем проект ĕҫĕ валли укҫа-тенкĕ уйăрассипе ҫыхăннă актуаллă ыйтусене хускатнă. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене тĕрев памалли пирки канашланă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫинчен чарăнса тăнă. Пысăк технологиллĕ производствăсемпе ҫыхăннă саккунсен базине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăвармалли ҫинчен те сӳтсе явнă.

Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче вак тата вăтам бизнеса пулăшас ыйту тĕп приоритет пулса тăнине палăртнă.  Кун пек ĕҫлесен, регионăн экономика те хăватлă аталанса пырасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ.

МСП Корпорацийĕн витĕмлĕхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ бизнесра ĕҫлекенсемшĕн тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Ял хуҫалăхне аталантарса пыма та сахал мар пулăшу уйăрнине палăртнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне пухăннисене саламланă май, ҫакăн пек актуаллă ыйтусене сӳтсе явма пирĕн тăрăха пуҫтарăнма ирĕк панăшăн, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председательне Вячеслав Володина тав тунă. Кун пирки маларахри тапхăрсенче калаҫса килĕшнĕшĕн  ăна мухтаса ырланă.

Проектсене финанс тĕлĕшĕнче пулăшу памалли ыйту паянхи пурнăҫра питĕ актуаллă тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Предприятисен кредитсем илме пурлăх бази тепре чухне ҫителĕксĕр пулнине кура, вĕсем йывăрлăха кĕрсе ӳкеҫҫĕ тенĕ регион Ертӳҫи сăмаха малалла тăснă май.

«Хĕвел» ТМЯО инвестициллĕ проекта пурнăҫлас тесе, промышленноҫ тытăмне модернизацилеме, Федераци фончĕ урлă 800 млн тивĕҫнĕ.  

2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикинче промышленноҫа аталантарма витĕм кӳрекен регионти фонд йĕркеленсе кайнине хыпарланă Михаил Игнатьев.  Ăна валли 1,5 млрд тăкакланнă.  Виҫĕ предприятине укҫан пулăшупа тивĕҫтернĕ. Вĕсем: «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО, «Химпром» ПАО. Вĕсене пурĕ 450 млн куҫарса панă.  

Республика Пуҫлăхĕ паха ĕҫ опычĕсем пирки те каласа хăварнă. «Управление отходами»  АОпе килĕшӳ хутне алă пуснине, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе предприяти ҫирĕп ĕҫленине асăннă.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. ЖКХ пайĕнче ҫитменлĕхсем сахал мар тенĕ вăл калаҫăва тăснă май, тариф кулленех ӳсни пăшăрхантарать тесе хыпарланă Ертӳҫĕ. Халăх ҫакна ăнланмасăр, тепре чухне ыйтусене кулленех хускатать. РФ Налук кодексне ҫĕнĕлĕх кĕртсе, ЖКХ пурлăхĕшĕн НДС тӳлемеллине кăларма ҫук-ши тесе ыйтнă вăл РФ Патшалăх Думин депутачĕсенчен.

МСП Корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Браверман хăйĕн докладĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне тивĕҫтернĕ пулăшусем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Енри предприятисене пĕтĕмпе 1,5 млрд ытла пулăшу куҫарнă. Организацисем 3 процентран та пĕчĕкрех ставкăпа кредитсем илнĕ тесе хыпарланă вăл. МСП Корпораци регионти 5 монохулана 48,4 млн тĕрев панине асăннă.  МСП бизнес-новигатор Порталĕ лайăх ĕҫлет. Унта Чăваш Республикинчи 5,6 пин ытла предприяти регистрациленнĕ. Апла пулсан, сервис пулăшăвĕсемпе усă курни куҫкĕретех.  

Чăваш Енри предприятисем: «Яхтинг» ТМЯО, «Завод Энергомаш» ТМЯО, «Автофургон» ТМЯО, ТП «Сувар-2» ТМЯО, «Крокус Авто» ТМЯО, «АРИС» ТМЯО, «Клиника УЗИ «Мега-Мед» ТМЯО, НПФ «Эмаль» (моногород Канаш) тата ыттисем теКорпораци тĕревне чылай илнĕ.   

Организацисен ертӳҫисем  МСП Корпорацийĕн пулăшăвĕ чăннипех те аталанса пыма витĕм кӳрет тесе ҫирĕплетнĕ.  Производствăсем те модернизациленни куҫкĕретех тесе каланă вĕсем.

«МСП Банк» АО Правленийĕн Председателĕ Дмитрий Голованов кредит ыйтăвĕсен пирки каласа панă.

РФ промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕн ҫумĕ Александр Морозов промышленноҫ пайĕнче пурнăҫа кĕрекен пысăк проектсем пирки ăнлантарса панă.

Александр Морозов Чăваш Республикинче импорта улăштарассипе предприятисем ăнăҫлă ĕҫлесе пынине каланă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх тесе палăртнă.    «ЭЛАРА» заводра пулнă май, унти хăш-пĕр ҫитĕнӳсене ырласа хăварнă ертӳҫĕ.

Министр ҫумĕ регион 2025-мĕш ҫулсем тĕлне промышленноҫ пайĕ тата та ытларах вăй илессине шанса каланă.

Канашлăва паян «МСП Банк» Правленийĕн Председателĕпе Дмитрий Голованов тата «Микрокредитная компания «Агентство по поддержке малого и среднего бизнеса в Чувашской Республике» ĕҫ тăвакан директор Александр Маслов килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнипе вĕҫленĕ.

МСП Корпораци представителĕсем регионти хăш-пĕр уйрăм предприятисемпе организацисен ертӳҫисемпе уҫă калаҫу йĕркеленĕ. Чăваш Республикинчи организацисем инвестициллĕ 4 проект пирки каласа кăтартнă, презентаци ирттернĕ.  Тен ĕҫ-пуҫ йĕркеллех аталанса пырсан, ҫак проектсене МСП Корпораци тĕрев те парĕ.  Вĕсен калăпăшĕ 294,5 млн танлашасси паллă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳҫисемпе ял хуҫалăх пайĕ пирки сăмахланă, кооперативсене аталантарассипе ҫыхăннă приоритетлă ыйтусене сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



22 июня 2018
17:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter