Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тулашэкономика банкĕн Председателĕн ҫумĕпе Ирина Макиевăпа тата «Фонд развития моногородов» НО генеральнăй директорĕпе Илья Кривоговпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с заместителем Председателя Внешэкономбанка Ириной Макиевой и генеральным директором Фонда развития моногородов Ильей КривоговымҪĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тулашэкономика банкĕн Председателĕн ҫумĕпе Ирина Макиевăпа тата «Фонд развития моногородов» НО генеральнăй директорĕпе Илья Кривоговпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ  Владимир Аврелькин тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хутшăннă.

Енсем пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки канашланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене региона пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Аса илтеретпĕр, Канаш хулине аталанса пыма бюджетран сахал мар пулăшу куҫать. 2018-мĕш ҫулта Канашри индустри паркне хута яма 411 млн пăхса хăварнă. Пурĕ кăҫал монохулана вăй илтерме бюджетран 915 млн уйăрнă.

Ҫакăн пекех республикăра Ҫĕнĕ Шупашкар та ăнăҫлă аталанса пырать. Монохулара ҫĕнĕ производствăсем хута янине кура, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленчĕҫ.

Тулашэкономика банкĕн Председателĕн ҫумĕ Ирина Макиева хăйĕн сăмахĕнче Фонд ҫĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тутарстан Республикинче семинар-канашлу ирттернине аса илсе хăварнă. Калаҫу тĕпрен илес пулсан, монохуласене аталантарассипе ҫыхăннă тенĕ вăл. Хăнасем Атăлҫи федераци округĕнчен сахал мар пуҫтарăннине хыпарланă сумлă ертӳҫĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсен приоритетлă проекчĕсемпе паллашма май килнине хыпарланă вăл.

Фондăн тĕп тĕллевĕ, монохуласене витĕм кӳресси, халăх валли ытларах та ытларах ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесси тесе сăмаха малалла тăснă ертӳҫĕ, хуласенче инфратытăма аталантарасси, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртесси тĕп условисенчен пĕри тенĕ. Пуласлăхра тата та пысăк плансем пуррине пĕлтернĕ. «Кулленех проектсене тишкеретпĕр, вĕсем халăхшăн усăллă е ҫуккине тĕпчетпĕр. Май килнĕ таран хăватлисене, пуласлăх пысăккисене тĕрев пама тăрăшатпăр», Ирина Макиева.  

Монохуласене аталантарассипе ĕҫлекен фондăн генеральнăй директорĕ Илья Кривогов хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлессине каланă. Тĕрлĕ енсене пăхса тухса тĕрĕс йышăнусем туса хăварма тимлĕх уйăрма палăртатпăр тенĕ сăмаха тăснă май. Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пуснă указри тĕллевсене пурсăмăрăн та пурнăҫлассишĕн тăрăшмалла палăртнă ертӳҫĕ.    

«Производствăсене уҫма хăтлă условисем йĕркелесси, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесси – приоритетлă ыйтусенчен пĕри», – тесе пĕтĕмлетнĕ калаҫăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



22 июня 2018
14:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter