Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Федеральная корпорация по развитию малого и среднего предпринимательства» АО генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководителем Федеральной корпорации по развитию малого и среднего предпринимательства Александром БраверманомҪĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Федеральная корпорация по развитию малого и среднего предпринимательства» АО генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Михаил Игнатьев ертӳҫĕне региона пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, хăш-пĕр инвестициллĕ проектсене Корпораципе пĕрле пурнăҫа кĕртнине, вĕсен ĕҫĕсем кăтартуллă пулса пынине асăннă.  

Калăпăр, «Завод ЭнергоМаш» ГК пысăк технологиллĕ предприяти.

Организаци электричество валли тĕрлĕ хатĕрсем калăплассипе тимлет. МСП Корпораци финанс тĕлĕшĕнчен пысăк тĕрев панине кура, Шупашкарти Индустри паркĕнче административлă производство ҫуртне хăпартса ларма май килнĕ. Производствăн калăпăшĕ те хăпарнă.

МСП Корпораци витĕм кӳнипе, «Яхтинг» ТМЯО кредитсем илнĕ. Организаци ятарлă кĕпе-тумтир, атă-пушмак калăплассипе ĕҫлет.  Производство валли тĕрлĕ хатĕрсем туянма та укҫа-тенкĕпе сахал мар тăкакланнă. Паян палăртма кăмăллă, Раҫҫейри пысăк компанисене предприяти хăйĕн таварĕсене тивĕҫтерни куҫкĕретех.

 

Республикăри вак тата вăтам предприятисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусене хускатнă май, Михаил Игнатьев инвестициллĕ проектсем пирки те чарăнса тăнă.  Чăваш Республикинче таварсене экспорта куҫарассипе сахал мар организацисем ĕҫленине хыпарланă. Паянхи пурнăҫ таппинче вĕсене тĕрев парас ыйту та кун йĕркинче тăнине асăннă.

«Раҫҫей Президенчĕ паха таварсене экспорта куҫарса пыма пурин умне те тĕллев лартать. Шанатăп, МСП Корпораципе тухăҫлă ĕҫлесе пырсан, пирĕн предприятисем тата та ытларах пысăк технологиллĕ таварсене экспорта куҫарса пырассине», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Александр Браверман хăйĕн сăмахĕнче, юлашки икĕ ҫул хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленине кура, ҫитĕнӳсем самай пулса пынине каланă.

Аса илтеретпĕр, 2016-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Корпорация МСП» АО килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарасси пирки калаҫса килĕшнĕ.  Ĕҫ хутне тĕпе хурса,  вак тата вăтам бизнесра ĕҫлекенсене сахал мар пулăшу пани куҫкĕретех.  

2016-2018-мĕш ҫулсенче МСП Корпорацине регионти 50 ытла предприяти хăйсене тĕрев пама ыйтса ҫырнă пулнă.  Вĕсенчен 8 проектне Корпораци ырланă. Вĕсем: («Яхтинг» ТМЯО, «Завод Энергомаш» ТМЯО, «Автофургон» ТМЯО, ТП «Сувар-2» ТМЯО, «Крокус Авто» ТМЯО, «АРИС» ТМЯО, «Клиника УЗИ «Мега-Мед» ТМЯО, «НПФ «Эмаль»ТМЯО).

«Пĕтĕмпе ҫак предприятисене 1,5 млрд чухлĕ пулăшупа тивĕҫтернĕ. Ҫак укҫапа организацисем чылай проектсене пурнăҫа кĕртнĕ. Производствăсен калăпăшĕсене ӳстерсе, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесе тăратнă», - тенĕ МСП Корпорацийĕн генеральнăй директорĕ.

«Правительствăпа ҫыхăну тытни хăйне евĕр пысăк ӳсĕм парать. Сире, Михаил Васильевич  куншăн пысăк тав сăмахĕсем калатăп», тенĕ Александр Браверман.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем пуласлăхри ыйтусене те тарăн сӳтсе явнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  Ҫĕнĕ инвестициллĕ  проектсене пурнăҫа кĕртессипе ҫине тăрсах ĕҫлесси пирки пĕлтернĕ. 

Фоторепортаж



22 июня 2018
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter