Çĕнĕ производство ĕçлеме пуçланă
Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿре пысăк технологиллĕ çĕнĕ производство ĕçлеме пуçларĕ — унта резина тата пласизоллă мечĕксем, теттесем туса кăлараççĕ.
Инвестици виçи — 250 млн тенкĕ. Тетте-мĕчĕк кăна теме пăхакансене тÿрех асăрхаттарар: ку — импорта улăштаракан продукци. Паян çак таварăн 85% — чикĕ леш енчен кÿрекенни. «Чапаевецсем» тулли хăватпа ĕçлесе кайнă май хăйсен рынокри тÿпине икĕ хут пысăклатса çав рынокăн 30% йышăнма палăртаççĕ. Çĕнĕ йышши мечĕксем ют çĕршывсене те кайĕç. 34 ĕç вырăнĕ йĕркелемелле, шалу виçи 33 пин тенкĕпе танлашмалла.