Наци вулавăшĕнче «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕн Мăн Канашĕ иртнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев приветствовал участников Большого Совета Чувашского национального конгрессаҪĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕн Мăн Канашĕ иртнĕ.

Пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

Мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов,   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев,  Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Шупашкар хула ертӳҫи Евгений Кадышев тата та ытти хăнасем чылай пуҫтарăннă.    

Михаил Игнатьев мероприятине килсе ҫитнисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, Республика кунĕпе саламланă. Чăваш наци конгресĕнче тăрăшакансене йăла-йĕркепе культурăна аталантарса пырас ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса ырланă.  Малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.

Тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнччĕр тесе сахал мар тăрăшаҫҫĕ Наци конгресĕнче тимлекенсем. Раҫҫей, регионсем шайĕнчи мероприятисем кулленех савăнăҫлă та ҫӳллĕ шайра иртни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Михаил Игнатьев наци культурипе регион пуян пулнине палăртнă. Кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕнчи пуянланни ҫĕршыва тата та вăйлăрах хăватланма май парать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  «Чăваш чĕлхи янăрани – халăх пуянлăхне ҫирĕплетет.  Пирĕн ҫитĕнӳ. Хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăҫласа памалла. Культура, чĕлхе упрантăр тесе тăрăшмалла. Ăна ăруран ăрăва куҫарса пырассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлемелле», тенĕ Михаил Игнатьев.

Туслăх шăпах та, регионти обществăлла пурнăҫа тăнăҫлă аталанса пыма май парать тенĕ вăл. «Экономика вăйлă, халăх ĕҫчен пулсан, пĕр-пĕринпе килĕшӳре пурăнсан – эпир тата та хăватлăрах пулăпăр», сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи. «Республика кунĕ умĕн регионта пысăк 4 предприяти уҫăлчĕ. Вĕсем экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ. Тĕнчипе паллă вырăн йышăнни те куҫкĕретех. Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем пулчĕҫ, ӳлĕмрен бюджет тата та ҫирĕпрех пулĕ», тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов мĕн ĕлĕкрен пĕр-пĕринпе туслăн пурăннине, наци культурине упраса хăварассишĕн кашни пысăк тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов X Съезд ĕҫĕпе паллаштарнă, пайташсем влаҫ органĕсенче тимлекенсемпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫленине палăртнă.  Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем те вĕсемпе кулленех ҫыхăнса ĕҫленине хыпарланă.

Палăртса хăваратпăр, республика тулашĕнче пурĕ пирĕн наци пĕрлешĕвĕсем 103 шутланаҫҫĕ. Вĕсем РФ 37  регионĕсенче тата ют ҫĕршывсенче йĕркеленсе чăмăртаннă.   Пĕтĕм Чăвашсен Акатуй уявĕ ҫав тери пуян та кăсăклă кашни ҫул иртет. «Кĕмĕл сасă» конкурс йăлара, «Чăваш пики» ăмăрту ҫулсерен вăй илсе пырать.  Чăваш Наци конгресĕ республика тулашĕнче чылай мероприятисем йĕркелесе ирттерет, вĕсене халăх пĕтĕм чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем калаҫҫĕ. «Янра, юрă!»  ансамбль чи анлă сарăлнисенчен пĕри. «Хыпар» хаҫатпа пĕрле ЧНК «Чăваш тĕнчи» ятарлă кăларăм калăплать.

Ҫак кун пурте пĕрне-пĕри ырă сăмахсем каласа чун-чĕресене савăнтарнă, ҫитĕнӳсене палăртса малашне те ӳсĕмсем тума суннă.

Хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă чаплă пулăмра. 

 

Фоторепортаж



23 июня 2018
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter