Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Енре пурăнакансене Республика кунĕпе саламлани

Хаклă юлташсем!

Сире Республика кунĕпе саламлатăп!

Эсир палăртакан уяв, пирĕн Раҫҫей мăнаҫлăхне, пĕрлĕхе ҫирĕплетет.  Чăваш Ен – пысăк ҫĕршывăн пĕр уйрăлми пайĕ шутланать. Эсир экономикăна, наукăпа культурăна, общество институчĕсене аталантарассипе сахал мар ĕҫсем туса пыратăр. Историне хисеплесе, ăна тĕпе хурса халăхăн йăли-йĕркисене упратăр. Ҫаксем пĕтĕмпех ҫĕршывшăн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Пултарулăх, ĕҫе юратни, пуласлăх ҫине тĕллевлĕн пăхни, Чăваш Енре пурăнакансем тăван тăрăха чун-чĕререн хисеплени ҫĕр ырлăхне тата та хăватлантарса, ҫирĕпрех вăй илсе пыма тĕрев параҫҫĕ.

Палăртма кăмăллă, республика ӳсĕмлĕ ĕҫлесе пырать, унăн  инновациллĕ потенциалĕ те пысăк. Кулленех ҫĕнĕ производствăсем хута каяҫҫĕ.  Раҫҫей Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе Чăваш Ен малта пыракан вунă регион шутĕнче тăрать.

Чăваш Республики пулас ăру тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтĕр, ҫамрăксен кăмăл-сипечĕ, ăс-хакăлĕ пуян пултăр тесе сахал мар тимлĕх уйăрать: ача сачĕсем, шкулсем уҫăлаҫҫĕ.  Ҫамрăк яш-кĕрĕме Тăван ҫĕршыва, Аслă Раҫҫейе юратма, хисеплеме вĕрентсе пыни те ыттисемшĕн паха тĕслĕх.  Ырă ĕҫ тăвакансен юхăмĕ республикăра вăй илсе пырать.  Ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Вĕсене аталантарма Чăваш Енре кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ.  

Республикăра тĕрлĕ халăх ҫыннисем пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă пурăнни ҫав тери кăмăллă.  Вĕсем регион тăнăҫлă аталанса пынине ҫирĕплетеҫҫĕ.  

Чăваш Енре пурăнакансене Республика кунĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Тĕнчере яланах мирлĕ пурнăҫ хуҫалатнăр. Пурне те Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн ҫĕнĕ ӳсĕмсем туса пыма сĕнетĕп.

 

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн

 Атăлҫи федераци округĕнчи

 полномочиллĕ представителĕ                                                             Михаил Бабич



23 июня 2018
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter