Шупашкарта «Чăвашторгтехника» акционерсен обществин производство корпусне торжествăлла майпа уҫнă

Директор Департамента Минпромторга России Евгений Корчевой: «Чувашская Республика – номер один в России по производству пищевого оборудования» Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта «Чăвашторгтехника» акционерсен обществин производство корпусне торжествăлла майпа уҫнă.

Предприяти ертӳлĕхне тата пысăк организацире ĕҫлекенсене саламлама Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.

Паллă пулăма ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин ял хуҫалăх тытăмĕпе тимлекен Департамент директорĕ Евгений Корчевой, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, Чулхулари Япони центрĕн директорĕ Ютака Кунугида хутшăннă.

«Республика кунĕ умĕн регионта пысăк производствăсене уҫасси йăлана кĕрсе пырать», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятисене пухăннисене саламланă май. Ҫамрăксем валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ.  Abat брендпа тухакан таварсем тĕнчипе сарăлнă тенĕ вăл.

Палăртма кăмăллă, предприятире ĕҫлекенсен шалу укҫин виҫи регионти вăтам кăтартуран 2 хут та пысăк.  Кун пирки ырă хыпара Михаил Игнатьев мăнаҫлăн палăртнă. Организацире ĕҫлекенсене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫланăшăн тав тунă регион Ертӳҫи.

«Раҫҫей ертӳлĕхĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн эсир ҫине тăрсах ĕҫлетĕр. Таварсен калăпăшĕ пысăк, пахалăх шайĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар», – тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Михаил Игнатьев «Чăвашторгтехника» АО ĕҫченĕсене ҫак пулăмпа саламланă май, малашне те регионта пурăнакансен ырлăхĕшĕн ҫитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ.

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Наиль Хайрутдинов хăйĕн сăмахĕнче, тин ҫеҫ хута кайнă предприятинче Раҫҫейре нихăҫан та калăпланман таварсем тирпейленсе тухнине хыпарланă.  Организаци паянхи куна 100 млн заказсем те илме ĕлкĕрнĕ. «Пĕтĕмпех ĕҫсем йĕркеллĕ пулĕҫ. Халăх валли ĕҫ вырăнĕ пур. Апла пулсан, регионпа Раҫҫейĕн экономикине пысăк тӳпе хывасси куҫкĕретех», – палăртнă вăл.  

Паллах, калама лайăх «Чăвашторгтехника» АО компанийĕсем ҫирĕп «ура» ҫинче тăраҫҫĕ.  Чăваш Республики тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ. Кун пирки ҫирĕппĕн пĕлтернĕ Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторг Департаменчĕн директорĕ Евгений  Корчевой. Импорта улăштарассипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле, ҫулсерен пысăк предприятисем хута кайни ҫĕршыв мăнаҫлăн аталаннине ҫирĕплетет тенĕ хăна сăмаха тăсса.

Ертӳҫĕсем ҫак кун предприяти ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă, таварсене курса хакланă. Апат-ҫимĕҫ хатĕрлемелли техникăсемпе Раҫҫейре анчах мар ют ҫĕршывсенче те анлăн усă кураҫҫĕ.

Наиль Хайрутдинов хăйĕн сăмахĕнче Тĕнче чемпионатне ирттерме ҫӳлерех асăннă предприяти пысăк витĕм кӳнине хыпарланă. Ҫĕрулми тасатса тирпейлемелли ятарлă хатĕрсем, аш-какай авăртмалли машинăсем тата ытти пысăк технологиллĕ хатĕрсем рынокра тивĕҫлĕ  вырăн йышăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Объекта хута яма 120 млн тăкакланă, халăх валли ҫĕнĕ 50 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Тирпейленсе тухакан тавар ҫителĕклĕ, специалистсен паха професси пĕлĕвне илнĕ, кирек-епле ĕҫе те вăхăтра тата туллин пурнăҫласа пыратпăр тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă «Чăвашторгтехника» акционерсен обществин ертӳҫи.  

Фоторепортаж



23 июня 2018
13:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter