Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци ирттернĕ

На совещании под председательством Премьер-министра России Дмитрия Медведева обсуждены задачи по обеспечению проведения в 2018 году сельскохозяйственных уборочных работҪĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйту ял хуҫалăх пайĕнчи йывăрлăх кăларса тăратакан самантсем. 2018-мĕш ҫулта тухăҫа туллин пухса кĕртесси кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тăрать.   

«Пĕтĕмĕшле РФ регионĕсенче ҫурхи ĕҫсем йĕркеллĕ пулса пынă. Кун пирки РФ Ял хуҫалăх министерстви ҫирĕплетет. Кăнтăр регионсенче тухăҫа пухса кĕртме пуҫланă та ĕнтĕ. Паллах, кăтартусем пирки тĕплĕн чарăнса тăма иртерех-ха.  Теплицăсенче пахча ҫимĕҫ ӳссе ҫитĕннĕ тесен те йăнăш мар. Мĕнпур лаптăксенчен 17 процентне пухса кĕртнĕ. Выльăх апатне хатĕрлессипе те хуҫалăхсенче хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ», — тесе каланă Дмитрий Медведев.  

РФ Правительствин Председателĕ тата ҫакна та палăртнă, патшалăх уйăракан пулăшусене ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем патне вăхăтра илсе ҫитермелле тесе асăрхаттарнă.   «Нимĕнле чăрмавсем те кăларса тăратмалла мар. Графикпа килĕшӳллĕн пĕтĕмпех ĕҫсем йĕркеленсе пымалла», тепĕр хут аса илсе хăварнă ертӳҫĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту ҫунтармалли сĕрмелли хатĕрсен хакĕ пысăк пулни. Пĕтĕмĕшле ҫĕршывра ку енĕпе лару-тăру япăхах мар тесен те юрать. Топлива, бензин хакĕсем шайлашăннă.  Тепĕр тесен, хуҫалăхсем пĕлтĕрех таварсене илсе хунă пулнă, ун чухне хаксем пĕчĕк пулни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫавăнпа та паянхи пурнăҫа аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсемшĕн йывăрлăхсем ҫук тесен те йăнăш мар пулĕ. «Пур-пĕрех ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть. Ятарлă министерствăсен тĕплĕн тишкерсе, ҫийĕнчех татса парассишĕн ĕҫлемелле.  Уйрăмах РФ Ял хуҫалăх министерствин аграри пайĕпе тачă ҫыхăнура тăмалла. Ҫĕр ĕҫченĕсен патшалăх тĕревĕсĕр тăрса юлмалла мар, кашнин ҫакна лайăх туймалла. Кун пирки Раҫҫей Президенчĕ ыйтăва кулленех тапратать, ҫавăнпа та пурин те тимлĕ пулмалла», чĕнсе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ.

Ӳсен-тăрансене страховани тăвасси те кун йĕркинчех.  «Кăтарту ку енĕпе кăштах чакни сисĕнет.  Хăш-пĕр регионсенче уй-хирте курăксем ҫанталăк лăпкă тăманнине кура, ӳсмен. Йывăрлăх тӳсни куҫкĕретех. Апла пулсан, вĕсене вăхăтра страховани тунă пулсан, пулăшăва илме те пултарĕччĕҫ. Субъектсенче хăшĕсем пачах та кĕрхи, ҫурхи культурăсене страховани туманни курăнать», тенĕ вăл.

РФ ял хуҫалăх Министрĕ Дмитрий Патрушев хăйĕн докладĕнче тĕплĕнрех вырма ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă. Патшалăх укҫипе аграри тытăмне тивĕҫтересси графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине ҫирĕплетнĕ Министр.  Тепре чухне хуҫалăхсем пулăшăва маларах та илсе тăраҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Хальлĕхе федераци хыснинчен 90,2 млрд  палăртса хунă укҫаран 48,9 млрд куҫарса панине хыпарланă Министр. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, палăртса хунинчен 56,3 процентран та иртсе ĕҫе пурнăҫлани куҫкĕретех.

Хуҫалăхсене кредитсене те вăхăтра параҫҫĕ. Кăтарту 166 млрд танлашать.  Пĕлтĕрхинчен 20 процент пысăк пулни сисĕнет. Чи пысăк пулăшăва аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсем Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕнчен тивĕҫеҫҫĕ.

Топлива хакĕ пур-пĕрх хуҫалăх ертӳҫисене канăҫсĕрлетет.  «Ҫĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне пĕлтĕрхипе танлаштарас пулсан, хаксем топливăшăн 27,9 процент чухлĕ ӳсни курăнать, бензин вара 21,9 процент чухлĕ хăпарнă.  Ҫухату хуҫалăхсемшĕн сахал мар.  РФ Правительствин резерв фондĕнчен пулăшу куҫарасси пирки ыйтăва хускатнă.  Раҫҫей Финанс министерствипе регионсене укҫана еплерех виҫепе куҫарса памаллине тĕплĕнрех тишкерĕпĕр»,  тенĕ Дмитрий Патрушев.  

Ял хуҫалăх техникисене ҫĕнетесси те тепĕр пысăк ыйту.  Вĕсене тĕпрен ҫĕнетсе пыма 10 млрд ытла укҫа федераци хыснинче пăхса хăварнă. Вăл укҫана регионсене тĕллевлĕн куҫарса парĕҫ. Заявкăсене субъектсем тăратсан, вăхăтра пулăшу куҫса пырĕ тенĕ Министр сăмаха малалла тăснă май.

Видеоканашлура хăш-пĕр регионсен ертӳҫисен докладне итленĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче аграри пайне аталантарасси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăнине  пĕлтернĕ. «Кăҫал ҫанталăх асар-писер тăнине кура, ҫурхи ĕҫсене кая юлса пуҫланă. Эпир мĕнпур ресурссемпе тулин усă куртăмăр.  Графика пăсман, пĕтĕмпех йĕркеллĕ регионта», тенĕ Пуҫлăх.  

Хальхи вăхăтра хуҫалăхсенче выльăх апатне хатĕрлессипе хĕрӳ тимлеҫҫĕ.  Ҫанталăк йĕпе тăнине кура, ӳсен-тăран ҫӳллĕ ӳсменни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха тăсса.

«Кăҫал патшалăх енчен хуҫалăхсене 2,5 млрд пулăшу куҫать. Ҫулталăк пуҫланăранпа 40 процент ытла субсиди мелĕпе укҫа куҫарма та ĕлкĕрнĕ. Кредитсене те вăхăтра илсе пыраҫҫĕ аграри пайĕнче тăрăшакансем.  Раҫҫей Ял хуҫалăх министерствине тăратнă заявкăсемпе пĕтĕмпех пулăшусем куҫнă. Республикăра ĕҫлекенсен ячĕпе ҫакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Раҫҫей Правительствине пысăк тав сăмахĕсем калатăп», тенĕ регион пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин вырма ĕҫне хатĕр.  Кăҫал хуҫалăхсем утă уйăхĕн вĕҫĕнчех тухăҫа пухса кĕртме плана кĕртсе хăварнă.  Техникăсем ҫĕнĕ, ҫителĕклĕ. Тыр-пула пухса кĕртмелли вырăнсем таса, енчен те йĕпе ҫанталăк пулас пулсан, тырра типĕтме условисем те паха тесе хыпаралнă Михаил Игнатьев. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйту пирки те чарăнса тăнă, топлива хакне кăштах та пулин чакарма май килмĕ-ши тесе ыйтнă.

Палăртса хăваратпăр, кăҫал Чăваш Республикинче ҫурхи тапхăрпа пĕрчĕллĕ культурăна пĕлтĕрхинчен 6 процент нумайрах акса хăварнă.  Ҫĕрулмине те хуҫалăхсем 2017-мĕш ҫулхинчен 7 процент ытларах лартнă. Апла пулсан,  регионта ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсемпе туллин усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар, кăтарту та пысăк. Усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсем ҫулран ҫул сахаллансах пыраҫҫĕ.   

Фоторепортаж



23 июня 2018
07:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter