«Промтрактор-Промлит» ТМЯОри лару-тăру регионшăн та хăй предприятийĕшĕн те питĕ лайăх», - тесе хакланă РФ промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕн ҫумĕ Александр Морозов

Заместитель Министра промышленности и торговли РФ Александр Морозов: «Ситуация на ООО «Промтрактор – Промлит» благоприятна и для предприятия, и для республики»Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕ Александр Морозов тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем «Промтрактор-Промлит» ТМЯО аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Тĕплĕ калаҫăва ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин Департамент директорĕн ҫумĕ Всеволод Бабушкин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, «Промтрактор-Промлит»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Юрий Костромичев, «Литейное производство» ТМЯО директорĕ Андрей Водопьянов хутшăннă.  

Пуҫлăхсем предприятийĕн ĕҫĕ пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă, таварсене тĕрлĕ регионсене тивĕҫтернине тата та ытти ыйтусене хускатнă.   Малашнехи ӳсĕмсем паллах, ĕҫлекен халăхран та чылай килнине палăртнă вĕсем.  2018-мĕш ҫул вĕҫленнĕ тĕле, «Промтрактор-Промлит» ТМЯО ĕҫлекенсен йышне пин ҫынна ҫитерме тĕллев лартмалла.  Ĕҫ-пуҫа вырăнтан тапратас тесе, хальхи вăхăтра халăха ĕҫпе тивĕҫтерекен центрпа тĕллевлĕн мероприятисем пулса пыраҫҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕ Александр Морозов предприяти ĕҫĕ пирки тĕплĕн каласа панă, хальхи вăхăтра курăмлă ĕҫсем пулса пынине, ĕҫлекенсем те кăмăллă тесе палăртнă. «Предприятийĕн заказсем чылай. Таварсене тĕрлĕ регионсене ăсатаҫҫĕ. Завод  ытти промышленноҫ предприятийĕсемпе тарăн ҫыхăну тытса ĕҫлет», тенĕ  сумлă ертӳҫĕ.

Федерацирен килнĕ ертӳҫĕ завод ĕҫĕ пирки ытларах хыпарсене сармаллине, малта пыракан предприятисемпе организацисемпе тачă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлесе пыма тăрăшмалла тенĕ.  Ҫак ыйтăва уҫăмлатма массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсене те явăҫтарсан питĕ меллĕ пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Промтрактор-Промлит»ТМЯО ĕҫне рынок питĕ лайăх сăнаса тăрать. Таварсен пахалăх шайĕ пысăк тесе хаклать»,  палăртнă вăл сăмаха малалла вакланă май. Завод таварĕсемпе ытларах чукун ҫул тытăмĕнче анлă усă кураҫҫĕ.  

«Нумай тапхăрсем валли заказсем йышăнни сайра хутра пулать.  Апла пулсан, заводра ĕҫлекенсен йышне ҫителĕклĕ хатĕрлемелле, унсăрăн ĕҫ-пуҫа туллин пурнăҫлама хĕн», - тенĕ Министр ҫумĕ Александр Морозов.  

Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйту пирки те чарăнса тăнă сăмаха май. Налуксен пайне оптимизацилесси. «Пирĕн мĕнпур енсене тĕплĕн пăхса тишкермелле. Федераци тата регионти налук службисемпе ыйтусене тарăн тĕпчемелле. Енчен те пĕр тĕллев патне тухсан, ыйтăва вырăнтан тапратма пултаратпăр»,  тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă сумлă хăна.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче  Шупашкарти тракторсен завочĕ Чăваш Еншĕн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ. Предприятисенче пинĕ пинĕпе ҫын тăрăшать.  Регион экономикишĕн ҫав тери кирлĕ завод тенĕ Пуҫлăх сăмаха малалла тăсса. «Енчен те палăртса хунă мĕнпур ĕҫсем пурнăҫлансан, предприяти вăй илсе кайсан, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленсен регионта экономика тата вăйлăрах ҫирĕпленĕ.  Пиншер ҫыннăн социаллă ыйтăвĕсем татăлĕҫ»,  тесе пĕтĕмлетнĕ калаҫăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

Фоторепортаж



23 июня 2018
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter