Муркаш районĕнче «Шупашкарти «Ҫеҫпĕл» предприяти» акционерсен хупă обществин шĕвексем, шĕветнĕ газ тата вĕтĕ пĕрчĕллĕ хутăшсем турттармалли танк-контейнерсем туса кăларакан производствăна савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă

В Моргаушском районе открылось производство танк-контейнеров ЗАО «ЧП «Сеспель»Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнче «Шупашкарти «Ҫеҫпĕл» предприяти» акционерсен хупă обществин шĕвексем, шĕветнĕ газ тата вĕтĕ пĕрчĕллĕ хутăшсем турттармалли танк-контейнерсем туса кăларакан производствăна савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă.  

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин ял хуҫалăх тата строительство пайĕпе тимлекен Департамент директорĕ Евгений Корчевой, «Объединение производителей, поставщиков и потребителей алюминия» Ассоциацийĕн председателĕ Валентин Трищенко тата ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предприятире тăрăшакансене ăшшăн саламланă. Сăмаха май, ҫак предприяти пысăк технологисене тĕпе хурса ĕҫлекен чи пысăк предприяти шутланнине каланă вăл.  Раҫҫейĕпе кăна мар, ют ҫĕршывсенче те вĕсен таварĕсем анлă сарăлнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ организаци ертӳлĕхне пысăк тав сăмахĕсем каланă, ĕҫлекенсем профессионалсем тесе палăртнă.   «Ҫак пысăк предприяти уҫăлни пирĕн регионшăн кăна мар, ытти субъектсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах таварсене экспорта куҫарас пайпа та меллĕ.   Апла пулсан, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене Чăваш Республикинче курăмлă пурнăҫа кĕртсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Ҫулталăкне ҫак асăннă предприяти 300 танк-контейнер тирпейлесе кăларма плана кĕртнĕ.  Вĕсен таварĕсемпе ытларах «Северстальтранс», «Дальневосточная транспортная группа», «ТрансКонтейнер», СТИМ тата ыттисем те усă кураҫҫĕ.

Раҫҫейре паянхи пурнăҫ таппинче ют ҫĕршывсенчен таварсене 90 процента яхăн илсе килни сисĕнет. Ҫĕнĕ корпус ыйтăва уҫăмлатма май парасси те куҫкĕретех.  Раҫҫейре пирĕн тăрăхра калăпланса тухаканнисем 30 процента ҫитесси паллă.  Предприятийĕн пуласлăхĕ пысăк, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕ ҫителĕклĕ, специалистсем пысăк профессионалсем.  

Евгений Корчевой хăйĕн сăмахĕнче таварсем пирки тĕплĕнрех каласа хăварнă.

«Предприяти тĕнчери стандартсемпе тӳр килсе тăрать. Раҫҫейре кун пек пысăк производство ҫук тесен те йăнăш мар. Организаци ытти регионсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕ», тенĕ сумлă ертӳҫĕ.

Пĕлтĕр республикăра «ЧП Сеспель» АХО хута кайнă. Вĕсем ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем тирпейлесе кăлараҫҫĕ.

Предприяти ертӳҫи Владимир Бакшаев хăйĕн сăмахĕнче ҫак комплекса хута яма республика Правительстви чăнласах та пысăк тĕрев панине ҫирĕплетсе каланă. «Республикăра промышленноҫ пайĕпе тĕрлĕ программăсене пурнăҫа кĕртме условисем ҫителĕклĕ.  Финанс пайĕнче йывăрлăх тухса тăратакан ыйтусене те татса пама меллĕ. Федераци тата республика шайĕнчи влаҫри ҫынсемпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни курăмлă», тенĕ вăл.   

Палăртнă кун предприятире ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев   ĕҫчен халăха Тав ҫырăвĕпе алла ҫыхмалли сехет парса тав тунă.

Хăнасем ҫак кун таварсене пăхса ҫаврăннă, вĕсен технологийĕсемпе кăсăкланнă.  

Фоторепортаж



24 июня 2018
12:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter