«Регионсем – чикĕсĕр ĕҫтешлĕх» Шупашкарта кăҫалхипе XXV-мĕш хут уҫăлнă

Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Регионсем – чикĕсĕр ĕҫтешлĕх» Шупашкарта кăҫалхипе XXV-мĕш хут уҫăлнă. Мероприяти Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ.

Тĕрлĕ куравсен ĕҫĕсемпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, хула ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă ҫынсем пухăннă.     

Хăнасем валли ҫак кун тĕрлĕ курав хатĕрленĕ, промышленноҫпа суту-илӳ, сывлăх сыхлавĕпе строительство, наукăпа вĕренӳ, ял хуҫалăх пайĕнчи пысăк технологиллĕ хатĕрсем, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăраканнисене чылай йĕркелесе тăратнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ хатĕрленĕ кăсăклă куравпа паллашнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ĕҫĕсем те питĕ хăйне евĕр пулнă.  Михаил Игнатьев курава пынă студентсемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, спортри ҫитĕнӳсем пирки сăмах вакланă. Чăвашсен кĕпе-тумтирĕ хăйне евĕр паха. Вĕсен тĕрри кашни мĕне те пулин сăнарлать. Аслă шкулсенче ăс пухакансем вĕсен вăрттăнлăхĕсем пирки тĕплĕнрех паллаштарнă уява пуҫтарăннă хăнасене.

Сывлăх пирки пĕлес тесен, куравра хăш-пĕр стендсемпе паллашма май килнĕ.  Халăх валли условисем ҫителĕклĕ хатĕрлесе тăратнă. Унта вĕсем шăлсем тĕрĕслеме пултарнă, юн пусăмне виҫме, куҫ курнипе курманнине те специалистсем хакланă.

Промышленноҫ пайĕпе ҫыхăннă куравра Михаил Игнатьев ҫак асăннă тытăмра усă курăнакан япаласене тытса пăхнă, вĕсен пахалăх шайне тĕрĕсленĕ.

Ял хуҫалăх пайĕпе ҫыхăннă курав пурне те хăй патне явăҫтарнă. Тĕрлĕ апат-ҫимĕҫпе сăйланма май килнĕ, сĕт-ҫу, тăпăрч, аш-какай ҫителĕклĕ таран вырнаҫтарнă куравра.

Хăнасем строительство тытăмĕпе ҫыхăннă куравпа кăсăкланнă. Кунта предприятисемпе организацисем хулари микрорайонсенчи объектсем пирки каласа кăтартнă, пыракан халăха ипотека кредичĕсем ҫинчен ăнлантарса панă.  

«Курав хăнасемпе вырăнти халăхшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăри предприятисемпе организацисем хăйсемпе паллаштараҫҫĕ. Ҫĕнĕ проектсем пирки те каласа кăтартаҫҫĕ. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, экономика аталанни куҫкĕретех. Пурне те Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тӳрĕ кăмăлпа ĕҫленĕшĕн тав тăватăп», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче иртекен куравра пурĕ 60 ытла организаци хутшăнма кăмăл тунă. Чулхуларан килнисем те чылайăн. Мероприяти йĕркелӳҫисем Чăваш Республикин Экономика министерстви, хула администрацийĕ, «Консалтинговая компания «Свежий Ветер» ТМЯО тата ыттисем те.

Фоторепортаж



24 июня 2018
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter