Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна тĕне кĕнĕ çынна Ят хунă кунпа ăшшăн саламланă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна тĕне кĕнĕ çынна Ят хунă кунпа ăшшăн саламланă.

Владыкăна регион Ертӳҫи чун-чĕререн Вырăс Православи Чиркĕвне аталантарма, тĕрлĕ халăхсем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетме, пулас ăрăва тĕрĕс çул çине тăма  пархатарлă ĕçсем туса пынăшăн тав тунă. Тăван халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа Турă пехилне пăхăнса ĕçленĕшĕн мухтанă.

Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă, шухăшланă ĕмĕтсем пĕтĕмпех пурнăçланччĕр тенĕ.    Регион Пуçлăхĕ Владыкăна çакăн пекех Республика кунĕпе те саламланă. 

 Пархатарлă та сумлă ентешĕмĕре çак кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев,  хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн  президенчĕ Николай Угаслов   саламланă. 

Фоторепортаж



24 июня 2018
13:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter