Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕ иртнĕ. Кăҫал ăна VI-мĕш хут йĕркелесе ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев приветствовал участников VI Всечувашского праздника «Акатуй»Ҫĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Пĕтĕм чăвашсен «Акатуй» уявĕ иртнĕ. Кăҫал ăна VI-мĕш хут йĕркелесе ирттернĕ.

Пухăннă ентешсене уяв ячĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Ҫакăн йышши мероприятисем халăхăн пĕрлĕхне кăтартса панине, малалла  тата та туслăрах пурăнма вĕренсе пынине палăртнă.  Ҫулсерен мероприятийĕн илемĕ чаплăланса пырать. Халăхăн йăли-йĕрки, ăс-хакăл тĕнчи пуянланса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Пирĕн тĕп тĕллев – халăх  пуянлăхне упраса, ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварасси», —  тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Уяв ячĕпе саламланă май, Михаил Игнатьев культура вучахне сӳнме паманнишĕн, чăвашсен йăли-йĕркипе историне ҫитĕнекен ăрăва парнелесе хăварнишĕн тав тунă. Ырлăх-сывлăх, телей, лайăх кăмăл суннă регион Пуҫлăхĕ, Акатуй нумайлăхах асра юлтăр тесе каланă.     

Яланхиллех, хисепе тивĕҫнĕ ҫĕр ĕҫченĕсене патшалăх наградисене парса чысланă.  

Мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин наци конгресĕн президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов саламланă. Чăваш Еншĕн малашне те ӳсĕмлĕ ĕҫлеме суннă, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми, таса чунпа яваплăха туйса тăрăшма каланă.

Уяв программи ҫав тери кăсăклă пулнă. Савăнăҫлă мероприятире мĕнпур халăх савăнса хăйĕн кăмăлне тултарнă. Республикăри районсемпе хуласенчен килсе ҫитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем пуҫтарăннă ҫынсене хăйсен юрри–ташшисемпе савăнтарнă. 

Фоторепортаж



24 июня 2018
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter