Чăваш наци музейĕнче «Йĕппе ӳкернĕ эрешсем» Раҫҫей этнографи музейĕн фончĕн куравĕ уҫăлнă, унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа ҫитсе килнĕ

Михаил Игнатьев с супругой Ларисой Юрьевной посетили выставку «Роспись иглой…» из собрания Российского этнографического музеяҪĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче «Йĕппе ӳкернĕ эрешсем» Раҫҫей этнографи музейĕн фончĕн куравĕ уҫăлнă.  Ăна Санкт-Петербургран килнĕ хăнасем  хатĕрлесе тăратнă.

Республика кунĕшĕн паллă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа ҫитсе килнĕ.

Вăл кун вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Раҫҫей этнографи музейĕн директорĕ Владимир Грусман,  Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова пулнă.

Хăнасем тĕрлĕ кĕпе-тумтирсемпе, пуҫа тăхăнмалли хатĕрсемпе паллашнă. Илемлĕ эрешсем чуна ҫĕклемеллипех ҫĕкленĕ вĕсенне. Вырăс, чăваш, тутар тата ытти  халăхĕсен йăли-йĕркипе ҫыхăннă курав ҫав тери кăсăклă пулнă.   Курава хатĕрлесе тăратнă япаласем тĕрлĕ тапхăрсенчи вăхăта сăнарласа параҫҫĕ. «Ҫав тери илемлĕ, кăмăла уҫса яраҫҫĕ куравсем. Сахал мар ҫынсен чунне ҫемҫетессе шанатпăр», тенĕ Михаил Игнатьев.

Раҫҫейри этнографи музейĕн директорĕ Владимир Грусман ҫакăн йышши мероприяти Раҫҫей этнографи музейĕпе Чăваш Республикин Культура министерстви килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнине кура пулса пынине палăртнă.   Пурне те ҫак ĕҫсене йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Чăваш наци музейĕшĕн историллĕ пулăм.  Савăнатпăр, республика кунĕнче сирĕн тăрăхра ҫак мероприяти йĕркеленнĕшĕн. Чылай халăх мăнаҫланма пултарать», – тесе палăртнă хăй шухăшне сумлă хăна.

Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов региона килнĕ сумлă хăнана «шупăр» чăвашсен арҫын тумне парнеленĕ, чăваш тĕрриллĕ ятарлă хатĕр ĕмĕрлĕх асра юлтăр тесе каланă.

Аса илтерсе хăваратпăр, «Йĕппе ӳкернĕ эрешсем» Раҫҫей этнографи музейĕн фончĕн куравĕ  пирĕн регионта ҫĕртме уйăхĕ вĕҫĕччен пырать.  Курас текенсем ҫитсе килме пултараҫҫĕ.  

Фоторепортаж



25 июня 2018
09:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter