Патшалăхăн тĕп уявĕ – Республика кунĕ кăҫал Красноармейски районĕнче те хытă кĕрленĕ

Красноармейский район отмечает День РеспубликиПатшалăхăн тĕп уявĕ – Республика кунĕ кăҫал Красноармейски районĕнче те хытă кĕрленĕ. Муниципалитет конкурс ҫĕнтерӳҫи пулса, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне 10,5 млн тивĕҫнĕ.

Вырăнти халăх уява ҫав тери чаплă хатĕрленнĕ.  Ҫулсене муниципалитетра тĕпрен юсаса сарнă, пĕр сăмахпа палăртсан таврара тирпейлĕх хуҫаланнă. Район халăхĕ ҫак ĕҫе хастар хутшăннă, ҫуртсем таврашĕсене пĕтĕмпех илемлетнĕ.

Тĕп уява килсе ҫитнĕ сумлă хăнана, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата ытти официаллă ҫынсене «Шурăмпуҫ» фольклор ушкăнĕ кĕтсе илнĕ. Официаллă ҫынсем «Юмах» ачасен лапамĕнче тĕрлĕ куравсене пăхса ҫаврăннă, шăпăрлансемпе курнăҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  

Красноармейски   район пуҫлăхĕ Олег Димитриев ентешсене Республика кунĕпе саламланă, регион ертӳлĕхне ҫакăн пек сăваплă уява йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав тунă. «Районсенче мероприятине йĕркелесе ирттересси йăлара. Ҫав тери аван, муниципалитет пĕрлешĕвĕсене пысăк тĕрев куҫать. Пулăшу виҫи сахал мар, район тата та хитреленчĕ», тесе каланă вырăнти пуҫлăх.

Район администрацийĕн ертӳҫи Александр Кузнецов уява пĕтĕм-чун чĕререн савăнса хатĕрленнине хыпарланă.  Укҫа пулăшу куҫарса панă хыҫҫăн, вырăнти халăх хĕпĕртесе ĕҫе часрах кӳлĕннине пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă, ҫав тери илемлĕ пулса тăчĕ тăван тăрăх тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.    «Ĕҫлемеллисем татах та пур-ха, пĕрле тăрăшсан, халăхпа килĕшсе ĕҫлесен пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ», тенĕ ертӳҫĕ.

Красноармейски районĕнче пурăнакансене тата пуҫтарăннă хăнасене Михаил Игнатьев саламланă: «Трак ен çыннисене уяв ячĕпе, Республика кунĕпе саламлатăп! Эсир хăнасене кĕтсе илме нумай ĕçсем турăр. Чăваш халăхĕ яланах ĕçчен, пултаруллă пулнă! Эпир кулленех йывăр та пысăк ĕçсене ниме туса ирттернĕ. Тайма пуç, Трак ен çыннисене! Ăнăçу, юрату, çĕнĕ çитĕнӳсем сунатăп!» — тенĕ.

Тăван халăх йăли-йĕркипе культурине ăша хывса, ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пынăшăн  муниципалитетра пурăнакансене Михаил Игнатьев тав тунă.  Ӳлĕмрен те сире пулăшу пама республика Правительстви яланах хатĕр тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Пуҫлăхĕ. Районта ҫĕнĕ ФАП уҫăлнă палăртнă кун.  Куншăн ветерансем уйрăмах республика ертӳлĕхне чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каланă.

Регион Пуҫлăхĕ ĕҫ тухăҫлăхне чакарма юраманнине, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă ҫĕр ĕҫченĕсене.

Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Красноармейскийĕнчи 32-мĕш №-лĕ пушар хуралне вут-ҫулăма хирĕҫ кĕрешмелли автомашина уҫҫине  савăнăҫлă лару-тăрура регион Пуҫлăхĕ чысланă.   

Пухăннă ентешсене ҫак кун уяв ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă, юлашки ҫулсенче муниципалитетра ырă улшăнусем пулса иртнине, район кăтартуллă ĕҫленине палăртнă.  Саламсем ҫумне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Николай Малов, Алена Аршинова хутшăннă, ырлăх-сывлăх, килĕшӳ, тулăх пурнăҫ пултăр тесе каланă.

«Тус» АХО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов мероприятине пухăннă халăха саламланă, «КЕТРА» предприяти ячĕпе района укҫан пĕр миллион парса чысланă.  

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров хăйĕн юррисемпе халăха «тыткăна» илнĕ, савăк кăмăл парнеленĕ. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ, мала тухнисене парнесем парса хавхалантарнă. 

Фоторепортаж



25 июня 2018
07:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter