Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Республика кунне уявланă май, Ачасен пĕрлештернĕ хорĕн уяв концерчĕ пулнă

Празднование Дня Республики в столице Чувашии украсило выступление сводного Детского хораҪĕртме уйăхĕн  24-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Республика кунне уявланă май,  Ачасен пĕрлештернĕ хорĕн уяв концерчĕ пулнă.

Пĕтĕмпе республикăри 50 ытла ушкăн пĕр чăмăра пухăнса халăха хăйсен юррисемпе савăнтарнă. Чăваш Енри ачасем 9 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитнисем хăйсен ăсталăхне коллективра туптаҫҫĕ.

Хор ертӳҫи Раҫҫей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин тĕп дирижерĕ Морис Яклашкин.

Уяв концерчĕн программинче паллă юрăсем:  «С чего начинается Родина», «Тăри» (Жаворонок), «Тăвансемĕр, тав сире» (Спасибо, родные), «Дорога добра», «Катюша», «Улица мира» тата ыттисем  янăранă.   

Каярах патшалăх уявĕпе пухăннисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Республика кунĕ Шупашкарта анчах мар, Красноармейски районĕнче те анлăн иртнĕ.  

Тĕп уяв тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерсе тăнине, пĕр ҫемьери пек килĕштерсе пурăнма вĕрентнине палăртнă хăйĕн сăмахĕнче, уява пухăннă ентешсене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Паянхи обществăшăн чун-чĕре, ăс-хакăл тĕнчи пуянланса пыни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе палăртса каланă вăл.

Аслă ҫынсене ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел тата пархатарлă пуян культурăна ăша хывма вĕренсе пынăшăн мухтаса тав тунă.

«Ачасем илемлĕ юрланипе кăмăл тулать. Вĕсем чуна ҫĕклеҫҫĕ.  Тавах сире, хитре юрăсем пире парнеленĕшĕн.  Яланах тĕнчере мирлĕ пурнăҫ, юрату, килĕшӳ хуҫаланччĕр. Уяв ячĕпе тепĕр хут сире, хаклă тусăмăрсем!», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Уяв мероприятийĕнче республика Пуҫлăхĕ республикăри ушкăна гранта тивĕҫнĕ ятпа 2,8 млн илме май паракан свидетельство парса чысланă. «Раҫҫей ăстисем» декораци-прикладной искусство ăстисен Пĕтĕм Раҫҫейри конкурсĕн ҫĕнтерӳҫисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ дипломсем парса хавхалантарнă.

Уяв саламĕсем ҫумне ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем хутшăннă.

Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров мероприятине пухăннисене саламланă май, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабичăн салам ҫырăвне вуласа панă, ертӳҫĕ ячĕпе ăшшăн тепĕр хут тав тунă.  Ентешсене ытти сумлă хăнасем те саламланă.

Уяв «Пусть всегда будет солнце» юрăпа вĕҫленнĕ. Хыҫҫăн «Раҫҫей ҫăлкуҫăсем» Пĕтĕм Раҫҫейри халăх пултарулăхĕн фестивалĕ халăха хăйсен илемлĕ кĕввисемпе савăнтарнă.  

Фоторепортаж



25 июня 2018
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter