Чăваш Енре выльăх апатне хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫҫи вăхăчĕ пырать

Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне регионта выльăх апатне 19 пин тонна хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ. Кун пирки ырă хыпара паян, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттернĕ ĕҫлĕ ларура, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хыпарланă.

Кăҫал планпа пăхса хăварнă тăрăх, пурĕ республикăра 107,9 пин тонна утă выльăх апатне, сенаж – 227,8 пин тонна, силоса 246,5 пин тонна хатĕрлемелле. Республикăра ытларах хуҫалăхсенче нумай ҫул ӳсекен культурăна акса ҫитĕнтерессипе тимлеҫҫĕ. Кăҫал курăка ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен ҫулма тухнă.  Республикăри районсенчи хуҫалăхсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмпе нумай ҫул ӳсекен культурăна 32,6 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче ҫулса пăрахнă. Палăртса хунă лаптăкран 33 процент шутланать.   Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Тăвай тăрăхĕнче курăка ҫулса типĕтессипе ыттисенчен малта пыраҫҫĕ.

Сенаж тирпейлесе хурассипе Красноармейски тăрăхĕнчи хуҫалăхсем курăмлă ĕҫлеҫҫĕ. Вĕсем ыттисене кая хăварса тĕслĕх вырăнĕнче ĕҫлеҫҫĕ. Енчен те процентпа палăртас пулсан, 40-рен те иртсе кайнă.  Куслаккасем, Вăрмарсем ҫăнăх хатĕрлеме пуҫланă, выльăх валли усăллă апата ҫителĕклĕ тирпейлессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ хуҫалăхсенче. Паянхи кун тĕлне 53 тонна хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ пысăк хуҫалăхсенче тăрăшакансем.

Тепĕр пысăк ыйту – ял хуҫалăх пайĕнче техника ҫĕнетесси.  Кăҫал 5 уйăх хушшинче 98 ед техника улăштарнă, вĕсене туянма пурĕ 183,2 млн тăкакланнă.  

Аграри пайне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтересси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Кăҫал ҫĕр ĕҫченĕсене 2,5 млрд чухлĕ пулăшу куҫасси паллă тенĕ вице-премьер.

«Ҫитес эрнесенче субсиди хуҫалăхсене куҫĕ. Кăтарту 249,2 млн танлашать», тенĕ Чăваш Республикин ял хуҫалăх министерствин ертӳҫи.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене вăхăтра татса пама чĕнсе каланă палăртнă министерство ĕҫченĕсене. Иртнĕ эрнере Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоканашлу ирттерни пирки те аса илсе хăварнă. Ял хуҫалăхĕпе ҫыхăннă ыйтусем ҫирĕп тĕрĕслевре пулнине асăрхаттарнă. 



25 июня 2018
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter