Тĕп тапхăрпа ППЭ пурĕ регионти 42 ача 100 бал пуҫтарнă

Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Канашлăва пухăннисем ППЭ (патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем) малтанласа палăртнă кăтартăвĕсене тĕплĕн пăхса тухнă, регионта шкул ачисем пĕлӳ шайне епле кăтартса панипе кăсăкланнă.

Тĕп тапхăрпа ППЭ ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ. Ятарлă экзамен вырăнĕсене кирлĕ пек мĕнпур хатĕрсене вырнаҫтарнă, хăрушсăрлăх теми малти вырăнта пулнă.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă.  Обществăлла организацисенчен сăнаса тăракансем те чылайăн пулнă.

«Кăҫал экзамен тыттармалли материалсене аудиторинче пичетлесе кăларнă. Кун пеккине ытти ҫулсенче туман.  Экзамен тытнă хыҫҫăн вара, ĕҫ хучĕсене сканер витĕр кăларса федераци центрне  тӳрех ăсатнă», тесе хыпарланă Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов хыпарланă.

Пурĕ кăҫал ППЭ 5553 ҫын хутшăннă. Экзаменсем пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн пулса пынă.  Кăлтăксем пачах та пулманпа пĕрех, пĕр шкулта Шупашкарта математикăпа экзамен тытнă чухне пĕчĕк ҫеҫ кĕтменлĕх сиксе тухнă, ăна та вăхăтра сирсе янă тесе пĕлтернĕ министр.

Йĕрке пăснă тĕслĕхсем пирки калас пулсан, пурĕ 9 ҫынна явап тыттарнă. 2017-мĕш ҫулта вара кăтарту 10 ҫитнĕ. Ытларах шкул ачисем кĕсье телефонĕпе усă курни сисĕнет. Пăтăрмахсене тупсан, ачасене экзаменран тӳрех хăтарнă. Вĕсен халĕ тепĕр тапхăрпа  кĕркунне тытма тивет.

Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне, 11 класра вĕренекенсен информатикăпа, географипе, математика, хими, вырăс чĕлхипе экзамен кăтартăвĕсем паллă. 9-мĕш класра вĕренекенсен ĕҫĕсене мĕнпур предметсемпе кăтартусене пĕтĕмлетнĕ.

Пурĕ ППЭ регионти 42 ача 100 бал пуҫтарнă.  

9-мĕш класра вĕренекенсем, енчен те экзамена иккĕллĕх тытнă пулсан,  вĕсен иккĕмĕш тапхăрпа авăн уйăхĕн 422-мĕш кунĕсенче тытма тивет.

Аса илтеретпĕр, аслă шкулсене вĕренме кĕме ĕҫ хучĕсене тăратмалли тапхăр ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫланнă.

Кăҫал бюджетлă вырăнсем аслă шкулсене вĕренме кĕме ҫамрăксем валли 7 пин ытла пулĕҫ. 



25 июня 2018
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter