Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Гидродинамика больших скоростей и кораблестроение» ҫуллахи тапхăрпа пулакан наукăпа шкул конференци ĕҫне хутшăннă

Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Гидродинамика больших скоростей и кораблестроение» ҫуллахи тапхăрпа пулакан наукăпа шкул конференци ĕҫне хутшăннă.  Ку хутĕнче мероприятине пухăннисем А.Н.Крылова 155 ҫул ҫитнине халалланă.  Конференци ĕҫне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ирттернĕ.  

Мероприяти ĕҫне Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ  Александр Иванов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хутшăннă.

Пулăма тĕнчипе паллă ăсчахсем, инженер-конструктор пайĕпе тимлекенсем, аспирантсем, ҫамрăк пуҫаруллă яш-кĕрĕмсем пухăннă. Паянхи пурнăҫ таппипе килĕшсе тăракан ыйтусене хускатнă, хăш-пĕр йывăрлăхсем пирки те чарăнса тăнă.  А.Н.Крылов ҫуралса ӳснĕ тăрăха ҫитсе килесси ҫинчен канашланă.

Паян ĕҫе пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Мероприятине йĕркелесе ирттересси йăлана кĕчĕ. Ăсчахсемшĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма меллĕ», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Регион Ертӳҫи хăйĕн маттур ентешĕсемпе чăннипех те мăнаҫланнине пĕлтернĕ, Раҫҫей историне вĕсем ĕмĕрлĕх кĕрсе юлнине палăртса хăварнă. Шупашкарта паллă ентеше Алексей Николаевич Крылова асăнса палăк лартни те хăйне евĕр пулăм, ăна чунтан хисепленине ҫирĕплетет. Унăн тăван тăрăхĕнче, Пăрачкавра сахал мар ĕҫ пурнăҫланине пĕлтернĕ.  

Михаил Игнатьев патшалăх политикин ҫул-йĕрĕ пирки асăннă, ăсчахсене витĕм кӳресси малти плана тухса тăнине каланă.  Палăртма кăмăллă, республикăн мĕнпур бюджетĕнчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ социаллă сферăна, вĕрентӳ тытăмне тăкакланать.  Ҫамрăк ăсчахсене хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма та сахал мар тĕрев куҫать.   Грантпа премине тивĕҫекенсен йышĕ те ҫулсерен ӳссех пырать. Паянхи конференци ҫамрăксемшĕн усăллă пуласса шанса каланă вăл.   Университет ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче, аслă шкул хапăл тусах кашни ҫул хăнасене йышăннине палăртнă. Сумлă хăнасене вăл мухтаса тав сăмахĕсем каланă, РФ тава тивĕҫлĕ наука ĕҫченне  Алексей Терентьева уйрăммăн палăртнă, 1980-мĕш ҫултан пуҫласа конференци ĕҫĕ тивĕҫлĕ шайра йĕркеленсе пынине асăннă.

Алексей Терентьев, РФ тава тивĕҫлĕ наука ĕҫченĕ  тата Александр Акимов, ял хуҫалăх академийĕн ректорĕн советникĕ малашнехи ҫĕнĕ тĕллевсем пирки пĕлтернĕ. «Гидродинамика больших скоростей и кораблестроение» ятлă конференци ĕҫне ҫакăн пекех А.Н.Крыловăн мăнукĕн мăнукĕ Мария Сергеевна Капица килсе ҫитнĕ. Вăл психологи наукисен кандидачĕ. М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнче  тĕпчев ĕҫĕсен лабораторийĕн заведующийĕ пулса тăрăшать.    Тăватă кун хушши пыракан мероприятинче Чулхуларан, Владивостокран тата ытти ҫĕртен килнĕ представительсем хăйсен паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарĕҫ. 



25 июня 2018
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter