Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ Владимир Колокольцев наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Комитетăн ларăвне видеоконференци мелĕпе ирттернĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ, генерал полици Владимир Колокольцев Патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Комитетăн ларăвне ирттернĕ. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫе  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин, Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакан ертӳҫĕсем хутшăннă.   

Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ хăйĕн сăмахĕнче, паянхи мероприятине наркотика хирĕҫ кĕрешмелли  Пĕтĕм халăхсен хушшинчи куна халалланине палăртнă.  

«Ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче ҫулсерен тĕнчере пурăнакансем наркăмăша хирĕҫ кĕрешес тесе кирлĕ пек ĕҫсем йĕркелеме тăрăшаҫҫĕ. Ҫĕршывра патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансен те ҫак ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Комитетра ĕҫлекенсен комплекслă мероприятисем йĕркелесси ҫине те тарăн пăхмалла.  Кулленех йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене тĕплĕн тишкермелле», - тесе асăнса хăварнă Владимир Колокольцев.   

Паян ĕҫе пухăннисем Тутарстан Республикин опычĕпе паллашнă.  Наркотика хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă ĕҫ планне тишкернĕ. Финанс тĕлĕшĕнчен наркăмăша хирĕҫ кĕрешме йышăннă мероприятисене пурнăҫлама сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă.  РФ субъекчĕсем хушшинче, асăннă регион ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă субъектра тăрать. Вĕсен программисем анлă, кăсăклă, ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнне тăма  пултарассине каланă ертӳҫĕсем.  

Кунсăр пуҫне ертӳҫĕсем паянхи ларура Раҫҫей Президенчĕ ҫулсерен тухакан  проект доклачĕ пирки те чарăнса тăнă.  Наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫ-пуҫ епле пулса пыни ҫинчен канашланă. Асăннă докладра медицина, право хуралĕпе ытти аспектсен ĕҫĕсене те тарăн тĕпчесе чи пĕлтерĕшлĕ самантсене кĕртсе хăварма тăрăшнă.

Пухăннисем ĕҫ тухăҫлăхĕ пирки сăмахланă май, уйрăм кăтартусем пирки те каласа хăварнă, юлашки ҫулсенче синтетика хутăшĕсен тата психотроплă япаласен саккунсăр ҫаврăнăшĕн калăпăшĕ ӳснине пăшăрханса пĕлтернĕ. Ҫакă паянхи куншăн ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă Министр сăмаха малалла тăснă май.

Владимир Колокольцев кăҫал ҫу уйăхĕнче ҫӳлерех асăннă ыйтупа Стратегиллĕ план йышăннине хыпарланă. Унта Раҫҫейри мĕнпур министерствăсем хутшăнасса, регионсем шайĕнче те курăмлă ĕҫсем йĕркелеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Право хуралĕн специалисчĕсем «Шурă вилĕмпе» кĕрешмелли тĕп çул-йĕрсен шутĕнче профилактика ĕçне вăйлатассине, наркотиксен авăрне лекнисене малтанхи тапхăрта тупса палăртассине асăннă. Саккуна пăсса «наркотиксемпе туслашакансене» ҫирĕп явап тыттармаллине палăртнă. Ертӳҫĕсем наркотиксен саккунсăр ҫаврăнăшĕпе кĕрешес ĕҫ-хĕл тухăҫлăхне ӳстерес тесен, профилактика органĕсен вăйĕсене пĕрлештермеллине, пĕр тĕллевпе ĕҫлемеллине каланă.

  Çивĕч çак ыйтăва регионсенче çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хӳтĕлекен комиссисен, ачасен прависен институчĕн, общество организацийĕсен айккинче пăрăнса юлмалла мар. Мĕн пур субъектăн кăтартусене лайăхлатса пырассишĕн пĕр шухăшлă пулса тата килĕштерсе ĕçлемелле. 

Фоторепортаж



26 июня 2018
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter