Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Республика кунне пĕтĕмлетнĕ

Ҫĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем Республика кунне пĕтĕмлетнĕ, уйрăм ыйтусем ҫинчен тарăнрах чарăнса тăнă.  Экономика енĕпе ҫыхăннă самантсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин уҫăмлатса панă.

Республика кунне халалласа регионта пысăк тăватă производство хута янă.  Вĕсем: «АККОНД» АО, «В.И. Чапаев ячĕллĕ Шупашкарти завод» АО, «Шупашкарти «Ҫеҫпĕл» предприяти» акционерсен хупă обществи, «Чăвашторгтехника» АО.  Предприятисем импорта улăштарассипе тимлеҫҫĕ.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшаҫҫĕ. Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн  Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен Комитетăн «Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенче проект ĕҫĕ валли укҫа-тенкĕ уйăрасси» темăпа йĕркеленĕ «ҫавра сĕтел» ларăвĕ иртнĕ.  Унта ертӳҫĕсем вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх тĕревне парасси пирки калаҫнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явнă.  

Кунсăр пуҫне федерацин министерствисен представителĕсем, банк тытăмĕнче вăй хуракансем, бизнес пайĕнче тимлекенсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсем пирки каласа кăтартнă, тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Чăваш Республикинчи чи пысăк предприятисен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. «Регионсем – чикĕсĕр ĕҫтешлĕх» регионсем хушшинчи курава ытти субъектсенчен хăнасем чылай килсе ҫитнĕ, вĕсен йышĕ 50 пин ҫынран та иртсе кайнă. Чулхула, Владимир облаҫĕнчен представительсем республика халăхне хăйсен пултарулăхĕпе чаплă савăнтарнă.    

Канашлăвăн ыйтăвĕсене пăхса тухнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене федераци центрĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă. Министерство ертӳҫисемпе кирек-епле ыйтăва та пĕрле сӳтсе явмаллине палăртнă. «Хальхи вăхăтра ҫитес ҫул валли бюджет йĕркеленет. Патшалăх программисене хутшăнмалла, хатĕрленӳ ĕҫĕсене халех тытăнсан та йăнăш пулмĕ. Конкурс валли документсене тирпейлĕ тата вăхăтра пуҫтармалла», тесе асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ҫĕнĕ предприятисене уҫнă пирки калаҫу хускатнă май, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем пирки тепĕр хут аса илнĕ. Экспорта таварсене куҫарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулмалла тесе уйрăммăн асăнса хăварнă.

Культура пайĕпе ҫыхăннă мероприятисем ҫинчен планеркăра  Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тĕплĕн чарăнса тăнă. Пурĕ уявра 226 пултарулăх ушкăнĕ хутшăннине хыпарланă, РФ 36 регионĕнчен сумлă хăнасем килсе ҫитнине палăртнă.

Ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕмпе 9 пин ытла ҫын уяв мероприятийĕсене курса хăйсен кăмăлне тултарнă. Ачасен хорĕ ҫав тери чуна ҫемҫетнĕ. Ăна куракансем, савăк кăмăллă пулни куҫкĕретех.  «Хорта юрлакан ачасем Тăван ҫĕршыва хисепленине, юратнине ҫирĕплетсе пачĕҫ.  Ӳлĕмрен те ҫак хора аталантарса пымалла. Халăх вĕсене пĕтĕм чун-чĕререн юратать», тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Болгаринчен килнĕ хăнасем республикăри Красноармейски тăрăхне ҫитсе килнĕ. Унта та уяв хытă кĕрленĕ. Пĕтĕмпе 37 ушкăн хăйсен юрри-ташшипе халăха «тыткăна» илнĕ. Чăваш Енри 8 районтан пултарулăх коллективĕсем Тăван ҫĕршыв, Чăваш Ен ҫинчен юрласа ҫынсене савăнтарнă. Красноармейски тăрăхĕнче пулнă уява пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕ кĕске вăхăт хушшинче ҫав тери илемленсе хитреленнине палăртнă. Вырăнти ертӳлĕх хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлани сисĕнет.  «Районта социаллă сфера ҫирĕп «ура» ҫинче тăрать.  Инфратытăм ҫĕнелнĕ. Малашне те ҫитĕнӳсене чакарса лартма юрамасть.  Чи паха ĕҫ опычĕсем ыттисемшĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулччĕр», тенĕ регион Ертӳҫи.  «Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Хăнасем, республикăра пурăнакансем ҫав тери хытă савăнчĕҫ.  Ҫакă чи пахи», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.     

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев  хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмĕшле уявсен ыйтăвĕсене тĕплĕнрех йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕнче пăхса тухассине палăртнă. Раҫҫей Федерацийĕн  Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин финанс рынокĕ енĕпе ĕҫлекен комитетăн «Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенче проект ĕҫĕ валли укҫа-тенкĕ уйăрасси» темăпа йĕркеленĕ «ҫавра сĕтел» ларăвĕ пирки Ертӳҫĕ чарăнса тăнă. Уйрăм ҫитменлĕхсем ҫинчен те каласа хăварнă, хăш-пĕр кăлтăксене уҫăмлатнă.  Мероприяти паллă, Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче иртнĕ.  Планпа килĕшӳллĕн ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркелесе ҫирĕплетсе хăварнă. Унта хутшăнма кăмăл тунисен списокне те ҫирĕплетнĕ пулнă.  Анчах та, ҫав кун маларах списока кĕменнисем те мероприяти ĕҫне хутшăнма кăмăл тунă. Ку паллах, паллă йĕркепе килĕшсе тăмасть.  «Мероприяти ĕҫне хутшăннă пĕр ҫын хăй ирĕкĕпе канашлăва тахҫан ĕҫ тăвакан влаҫ органĕнче ертӳҫĕ пулса тăрăшнă ҫынна йыхравланă имĕш. Ĕҫ-пуҫ ҫивĕчленнĕ, ахăртнех вĕсене канашлăва кĕртме ирĕк панă. Ĕҫ хучĕсене тĕпрен ҫĕнетнĕ, улшăнусем кĕртнĕ. Хăш-пĕр килмен хăнасем вырăнне вĕсене залра вырнаҫтарса лартнă. МИХсенче тăрăшаканнисем те маларахри вăхăтра ҫак кнашлăва хутшăнасси пирки хыпарламан. Каярах вĕсем те ҫак самантпа усă курса, канашлу ĕҫне хутшăнма ирĕк паман тесе сас-хура кăларма тăрăшнă, хăйсен материалĕсенче ҫакăн пирки ҫырса хăварнă», тесе хыпараланă Юрий Васильев.    Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче Правительство ҫуртне кĕме ятарлă регламент пуррине, ăна пăсма никамăн та ирĕк ҫуккине, ертӳҫĕсен тата ыттисен те ҫакна ҫирĕп пăхăнмаллине асăрхатарнă.   Канашлусене пурне те тепре чухне кĕртме май та ҫук, мĕншĕн тесен залри вырăнсен шучĕ тахҫанах ĕнтĕ ҫирĕпленнĕ. Енчен те маларахри тапхăрсенчех заявкăсем тăратсан, нимĕнле чăрмавсем те пулмĕҫ, хутшăнма кăмăл тунисене яланах вырнаҫтарса лартма майсем тупнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Эпир саккунсен йĕркисене ҫирĕп пăхăнатпăр. Никама та ăна пăсма ирĕк памăпăр», тесе уҫăмлатнă калаҫăва Юрий Васильев. Тепĕр кăлтăк пирки те чарăнса тăнă Ертӳҫĕ сăмаха май. Интернетра вырăс православи чиркĕвĕнче тăрăшакан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн саламне улăштарса пичетленĕ. Социаллă сетьре усă куракансем ҫакна тӳрех асăрханă, хăйне евĕр шухăшсене пичетлеме пуҫланă.  Кăлтăка пуҫарса яракан пăтăрмах сиксе тухнине асăрхаса, каҫару ыйтма хăтланнă.  Анчах та вăл ăна урăх интернет кăларăмра пичетлеме шут тытнă. «Кун пек тĕрĕсмарлăхсем тума юрамасть, никамăн та ирĕк ҫук усал хыпарсене пичетлеме.  Тепĕр тесен тĕн ҫыннисен тасалăх, яваплăх, чунлăх тени малти вырăна тухса тăмалла, усал тума пачах та юрамасть, ҫылăха кĕрсе хăйсене пăсаҫҫĕ», тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Админстрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев

 



26 июня 2018
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter