Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ яшсемпе хӗрсем!

Сире пӗтӗм чунтан Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫамрӑклӑх – чи савӑк та ытарми тапхӑр, хӑюллӑ тӗллевсемпе ҫу­нат­ланма, ҫӗн­нине уҫма хавхалантаракан тата вӗҫӗ-хӗррисӗр майсемлӗ манӑҫми вӑхӑт. Хастар та пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑ та ҫирӗп тӗллев­лӗ­­с­керсен, шӑпах сирӗн ӗнтӗ, ҫывӑх ҫулсенчех инновациллӗ эконо­ми­кӑпа на­укӑна, культурӑпа со­ци­аллӑ сферӑна тата спорта малалла аталантар­малли тӗл­левсене пурнӑҫлама тивет.

Яшсемпе хӗрсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫма, паха пӗлӳ ил­ме, професси тӗлӗшӗнчен йӗркеллӗ аталанса пырса ӳсме пулӑшмалли, рес­публикӑн общество пурнӑҫне явӑҫтармалли, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене тытса пырас ӗҫе хутшӑнтармалли лайӑх майсем туса парасси – патшалӑхӑн ҫамрӑксен политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем.

Чӑваш Енре ҫамрӑксене хавхалантармалли тӗрлӗ майпа усӑ курат­пӑр: ҫамрӑк ӑсчахсен инновациллӗ проекчӗсене пулӑшу кӳретпӗр, ҫам­рӑксен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме грантсем, ҫамрӑк­сен об­щество орга­низацийӗсем валли укҫа-тенкӗ уйӑрса паратпӑр.

Сирӗн малашлӑхри ҫитӗнӗвӗрсемпе ҫӗнтерӗвӗрсем тӑван ене пӗтӗ­мӗшле ҫитӗнӳ тума, унӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин вӑй-хӑ­ватне тата ҫирӗплӗхне ӳстерме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире ҫирӗп сывлӑх, юрату тата телей сунатӑп! Харсӑр пулӑр, умӑра пысӑк тӗллевсем лартса вӗсене пур­нӑҫлама тӑрӑшӑр! Сирӗнпе Чӑваш Республики тата пӗтӗм Раҫҫей тивӗҫлипе мухтанма пултарччӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Михаил Игнатьев



27 июня 2018
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter