Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Ҫĕртме  уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна ку хутĕнче Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.

Канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2035-мĕш ҫулчченхи Стратегийĕ пирки сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче ĕҫ хутне тĕп документ тесе хакланă.   Вăл халăхăн пурнăҫ шайне ӳстерме витĕм кӳмеллине, экономикăна ҫирĕплетме тĕрев памаллине каланă.  

2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче  алă пуснă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн указĕнче Стратегийĕн 12 тĕп ҫул-йĕрĕсене палăртнине аса илсе хăварнă сăмаха май. Вăл ĕҫсене Чăваш Республикин патшалăх программисенче те тĕпе хурса пымалла тенĕ.

«Пĕтĕмпе 22 программа йышăнма палăртнă», тесе хыпарланă ведомство ертӳҫи.  

Стратегине йĕркелекенсемшĕн халăх пурнăҫĕ республикăра ырă енне куҫса пырасси, ҫĕнĕ экономикăна пуҫарнинчен те чылай килнине асăннă. Паянхи пурнăҫ таппинче пысăк технологи вăй илмелле, цифрăллă экономика малти вырăнта пулмалла.  

Ҫĕнĕ производствăсене хута янине кура, электротехника кластерĕ ҫирĕпленĕ, ҫăмăл промышленноҫ хăватланĕ, хими пайĕ те  тата та вăй илĕ.  Таварсен калăпăшĕ каламасăрах паллă, ҫулран ҫул ӳссе пырать. Пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем те нумайланаҫҫĕ, кăтарту 2 хут та ытларах ӳсни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Экономика ҫирĕп «ура» ҫинче тăнине, халăхăн пысăк укҫа виҫи те ҫирĕплетсе парать.  Ҫӳлерех асăннă ҫулсем тĕлне вăл виҫе вăтамран 3-4 хут та ӳсĕ.

Инфратытăма ҫĕнетсе улăштарасси ыйту та тĕп кăтартусенчен пĕри пулса тăрать. Кадрсене хатĕрлесси, халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси, ҫынсене хваттерсемпе тивĕҫтересси, спорта, культурăна ытларах граждансене явăҫтарасси те кулленех ҫивĕч ыйтусем пулса тăраҫҫĕ.   

Стратегинчи ыйтусене халăх анлăн сӳсе явнă. Тĕрлĕ ăсчахсем, предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем сĕнӳсем сахал мар тăратнă.  

«Чувашия будущего: 2018–2035» ятлă сайт ĕҫлеме пуҫланă.  Тĕрлĕ комиссисен ларăвĕсенче те чылай тишкернĕ ыйтусене. Федераци шайĕнчи влаҫ органĕсемпе те тĕплĕн документа пăхса тухса килĕшнĕ.

Республика Правительстви Стратегине йышăннă. Енчен те ҫĕршывра пенси енĕпе улшăнусем кĕрес пулсан, вĕсене тĕпе хурса документа ҫĕнетме тивĕ тенĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.

Ҫынсене ĕҫмелли паха шывпа тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинче. Кун пирки те пуҫлăхсем тĕплĕн канашланă.  Шывсемпе ҫыхăннă мĕнпур объектсене ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăлармаллине асăрхаттарнă.  

Обществăлла инфратытăма аталантарма палăртнă  халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме май паракан субсидисен калăпăшне ҫирĕплетнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ. Укҫа виҫин калăпăшĕ сахалланнă, тухăҫлă ĕҫленине ҫакă ҫирĕплетет, вăл кăтарту 21,6 млн ҫитнĕ.  Кунсăр пуҫне ҫĕртме уйăхĕнче хушма укҫа пăхса хăварнă, вăл 1,9 млн танлашать.   

Кăҫал субсиди тивĕҫтермелли укҫа хăпарнине кура, ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсем пĕлтĕрхинчен самай нумайрах пурнăҫа кĕреҫҫĕ. Пурĕ ҫĕнĕ 39 проект пурнăҫланать. Пĕтĕмпе вара республикăра 249 ĕҫ хучĕ ҫирĕпленнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал мĕнпур районсемпе хуласенче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа кĕрессине хыпарланă.   

Вĕренӳпе наука пайĕнчи ҫĕнĕлĕхсене тишкернĕ, ĕҫлекенсен шалу укҫийĕ пирки те чарăнса тăнă. Енчен те ҫамрăк специалист пĕр ҫулталăк шкулта ĕҫленĕ пулсан, ăна саккунпа килĕшӳллĕн пĕр хуччен 10 оклад виҫипе патшалăх тĕревĕпе тивĕҫтермелле.  Ҫак ыйтупа виҫĕ ҫул иртсе кайиччен специалистсем усă курма пултараҫҫĕ. Хăшĕсен ĕҫ  хучĕсене ҫырнă чухне хăш-пĕр ылмашусем пулнă. Вĕсене тĕпе хурса, ҫĕнĕлĕхсем кĕртме тивнĕ. Малашне вĕсем те пулăшăва тивĕҫесси куҫкĕретех пулĕ.

Тепĕр пысăк йывăрлăх кăларса тăратнă ыйту – сусăр ачасене  тӳлевсĕр апатлантарасси. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов сусăрсем хальхи технологисене тĕпе хурса килтен тухмасăрах пĕлӳ илнине хыпарланă. Апла пулсан, вĕсене кунне апат ҫитермелли укҫа виҫине куҫарса памалла тесе каланă. Ҫакă пĕтĕмпех саккунпа килĕшӳллĕ тӳр килет тенĕ министр сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. Канашлăва хутшăннисем ыйтусемпе пĕтĕмпех килĕшнĕ, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



27 июня 2018
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter