Правительство ҫуртĕнче ҫамрăксен патшалăх премийĕсене тивĕҫнисене торжествăлла майпа парса чысланă

Состоялась торжественная церемония чествования лауреатов Государственных молодежных премий Чувашской РеспубликиҪĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче ҫамрăксен патшалăх премийĕсене тивĕҫнисене торжествăлла майпа парса чысланă.

Ҫамрăк яш-кĕрĕме ҫакăн пек наградăпа хавхалантарни малашнехи ĕҫре тата та пысăк ҫитĕнӳсем тума хистет. Ҫакă мĕнпур пулăшусенчен пĕр енĕ шутланать. Кун пек ĕҫе 1996-мĕш ҫултанпах йĕркелесе пыраҫҫĕ. Яш-кĕрĕм республика аталанăвĕшĕн сахал мар витĕм кӳрет. Юлашки ҫулччен ҫак хисепе республикăри 156 ҫамрăк тивĕҫлĕ пулнă.  

Кăҫалтан пуҫласа преми илекенсен шутне тата та 10 ҫын ӳстернĕ, вĕсем 50 пин тенкĕлĕх тĕреве туяҫҫĕ.

2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе 38 документ ҫамрăксем хатĕрленĕ.  Вĕсенчен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн указĕпе килĕшӳллĕн, 30-шĕ пысăк хисепе тивĕҫнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин лауреатсене ҫамрăксен кунĕ ячĕпе саламланă, ҫак хисепе илме пысăк ĕҫсем йĕркеленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Шанатăп, ӳлĕмрен те сирĕн пархатарлă ĕҫсем Чăваш Республикипе Раҫҫей Федерацийĕн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ те усăллă пулассине», –  тенĕ вăл.

Ҫамрӑксене чи хӑюллӑ тӗллевсемпе ҫу­нат­ланма, хастар та пултаруллӑ, ҫивӗч ӑслӑ  пулма тата инновациллӗ эконо­ми­кӑпа на­укӑна, культурӑпа со­ци­аллӑ сферӑна, спорта малалла аталантар­ма пуҫаруллă проектсем тăратма чĕнсе каланă Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов.

Ҫамрăксен патшалăх премийĕсене тивĕҫнисене наградăсемпе дипломсем парса чысланă.

«Раҫҫейри Студентсен отрячĕсем»  пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн ертӳҫи Олеся Илларианова пысăк хисепе тивĕҫнисенчен пĕри.  Вăл ҫапларах каланă: «Патшалăх премине тивĕҫни – ҫав тери пысăк чыс.  Малашне те пире  ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнет. Ҫамрăксене пысăк тĕрев панăшăн тайма пуҫ сире. Чăваш Ен – пурăнма чаплă чи лайăх регион. Аталанса вăй илме яш-кĕрĕме анчах мар, пурин валли те ҫителĕклĕ условисем. Ӳлĕмрен те республика чапне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклесе пыма сăмах паратпăр», тенĕ вăл.  

«Волонтеры Победы» Пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн юхăмĕ регионти уйрăмĕн ертӳҫи Анна Симакова та патшалăх премине тивĕҫнĕ.   Вăл Чăваш Ен Правительствине хăйĕн проектне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă.  «Ҫамрăксем илтеҫҫĕ, кураҫҫĕ. Малашне те тухăҫлă ĕҫлеме тĕллев лартатпăр», пĕлтернĕ хăй шухăшне  хĕрупраҫ.  Чăваш Енре активлă ҫамрăксем тата та нумай. Вĕсен йышĕ ҫулсерен ӳссех пырать. Кун пирки федераци центрĕнче те пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирĕплетнĕ.  Ҫамрăксен обществăлла организацийĕсен представителĕсем йышлăн хисепе тивĕҫнĕ, вĕсем Федерацин ҫамрăксен ĕҫĕпе тимлекенсен Агенствин тав ҫырăвне те илнĕ.     

Фоторепортаж



28 июня 2018
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter