Мускавра «Раҫҫей чукун ҫулĕсем» АУО ĕҫлĕ канашлăвне регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев хутшаннă

Глава Чувашии принял участие в заседании Научно-технического совета ОАО «РЖД»Ҫĕртме уйăхĕн  27-мĕшĕнче Мускавра, «Раҫҫей чукун ҫулĕсем»  АУО генеральнăй директорĕ Олег Белозеров йыхравланипе, регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев   ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă. Ĕҫе пухăннисем пысăк хăвăртлăхпа ҫӳретекен «Мускав–Хусан»  строительство ĕҫĕ пирки канашланă.  

«РЖД» АУО наукăпа техника канашĕн ларăвĕн ĕҫне компанийĕн ертӳҫи – генеральнăй директорĕ Олег Белозеров йĕркелесе ертсе пынă.

Мероприяти ĕҫне федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, Марий Эл Республикин пуҫлăхĕ, Владимир облаҫĕн администрацийĕн представителĕсем, Тутарстан Республикинчен, Китай тăрăхĕнчен, экспертсем, проект ĕҫĕсемпе тимлекенсем ҫав тери чылайăн пухăннă.

Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ  – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.  

Олег Белозеров хăйĕн сăмахĕнче канашлу ĕҫне уҫнă май, ҫак пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретмелли объект Раҫҫейри хуласене пĕр-пĕринпе ҫыхăнтараканни кăна мар, инновациллĕ технологисене тĕпе хурса пурнăҫланакан чи пысăк пĕлтерĕшлĕ строительство пайĕ те шутланса тăрать тенĕ.

«Инноваци йышăнăвĕсем, технологи ҫитĕнĕвĕсем чи пысăк приоритетсем. Ĕҫ тухăҫлăхне ҫирĕплетеҫҫĕ,  пахалăх шайне те хăпартаҫҫĕ», – тенĕ ертӳҫĕ сăмаха пуҫланă май.  

Объектăн строительство ĕҫне тытăнма проект хатĕрленĕ чухне укҫа-тенкĕн калăпăшне те тĕпе хунă, чукун ҫул кĕперĕсене хывас ĕҫре пăхăнакан технологисене пĕтĕмпех шута илнĕ. Кун пирки канаш ларăвĕнче ҫирĕплетсех каланă.    

Проектпа килĕшӳллĕн, вокзалсенче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан нумай функциллĕ центрсем пуласси те паллă.

ВСМ проектĕнче тавралăха упрасси ҫине те тимлĕх уйăрнă.  Пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретекен чукун ҫул магистралĕ тăрăх экологи енчен таса транспорт  илсе ҫӳретесси приоритетлă ыйтусенчен пĕри.    

Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «РЖД» АУО генеральнăй директорĕпе Олег Белозеровпа тата «РЖД» АУО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Александр Мишаринпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем ВСМ «Мускав-Хусан» объекта Чăваш Енри предприятисене те явăҫтарасси пирки канашланă.  

Регион Пуҫлăхĕ электротехника кластерĕ республикăра хатĕр ĕҫе кӳлĕнме тесе хыпарланă.   Проекта пурнăҫа кĕртме республикăри предприятисем пысăк технологиллĕ хатĕрсене калăплама пултарасса палăртнă.

Республикăри хăш-пĕр производство предприятийĕсемпе строительство организацийĕсем хăйсен таварĕсене халех тирпейлесе тăратма пултарасса шантарса каланă регион Пуҫлăхĕ.  Вĕсем: Шупашкарти «Электрощит» завод, Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ, ПромЛитСнаб, Шупашкарти электромеханика завочĕ, Чувашкабель, НПВФ «Сварка» тата та ытти предприятисем.

Проект Раҫҫейшĕн кăна мар, Чăваш Республикишĕн те ҫав тери хăватлă стратегиллĕ объект тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Енчен те объект хута кайсан, социаллă пурнăҫпа экономика  тата та вăйлă ҫирĕпленĕ.  Калăпăр, халăх валли 5600 яхăн  ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Владимир Аврелькин «РЖД» АУО Чăваш Ен предприятийĕсем тачă ҫыхăнса ĕҫлени  объектăн строительство ĕҫне пысăк витĕм кӳрессе палăртнă. Хăш-пĕр ыйтусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă вăл.  Чăваш Республики «РЖД» АУОĕн чи паллă партнер пулса тăчĕ. Килĕшӳ те тухăҫлă ĕҫе кĕрсе пырать. 2010-2017-мĕш ҫулсенче Раҫҫей чукун ҫул пайне Чăваш Ен предприятийĕсем пурĕ 120 млрд тавар тирпейлесе тăратнă.

Фоторепортаж



28 июня 2018
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter