Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне видеоконференци ҫыхăнăвĕ мелĕпе ирттернĕ

Состоялось очередное заседание антинаркотической комиссии в Чувашской РеспубликеҪĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне видеоконференци ҫыхăнăвĕ мелĕпе ирттернĕ. Уҫă канашлăва район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисем хутшăннă.

Чи малтанах лару ĕҫне тытăниччен, регион Пуҫлăхĕ наркотика хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă кун регионта курăмлă комплекслă ĕҫсем йĕркеленĕшĕн тав тунă ятарлă служба ĕҫченĕсене. Сăмаха май, вăл паянхи пурнăҫра «синтетика» хутăшĕсен тата психотроплă япаласен саккунсăр ҫаврăнăшĕн калăпăшĕ ӳснине, Интернет-технологийĕсемпе усă курса усал япаласене халăх патне илсе ҫитернине пăшăрханса пĕлтернĕ. «Ҫăмăл майпа укҫа тăвас текенсен йышĕ ӳсет. Ку вара пурсăмăра та тарăн шухăша ярать», тенĕ Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. «Пирĕн тимлĕхе пĕр самантлăха та ҫухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла, усал ĕҫе хирĕҫ тăма пурин те кирлĕ пек мерăсене вăхăтра йышăнмалла», – тенĕ вăл. Чирлисене те тупсан, вăхăтра сыватассишĕн медицинăра ĕҫлекенсен тăрăшмалла.

Çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче «Каç» профилактика мероприятийĕ ăнăçлă иртет. «Сывлăхлă шкул», наркотике хирĕçлесе йĕркеленĕ фестивальсем ытти мероприяти пысăк усă панине çирĕплетнĕ паянхи ларăва хутшăннисем. Михаил Игнатьев право хуралĕнче тăрăшакансем, чăнласах та  кунне-ҫĕрне пĕлмесĕр хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пынине асăннă. Хăш-пĕр район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисене вырăнта ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелеме чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.   

Кăҫал 5 уйăх хушшинче пĕтĕмпе Чăваш Енре наркотика пула тунă йĕркесĕрлĕхе 289 тупса палăртнă, айăплисене пĕтĕмпех явап тыттарнине пĕлтернĕ служба ĕҫченĕсем.   Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министерствин наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Данис Шакуров тĕплĕнрех йĕрке пăснă тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă. Ушкăнпа ҫынсем наркотика сарни сисĕнет тенĕ ертӳҫĕ сăмаха пуҫланă май. Пĕр тĕслĕх пирки те чарăнса тăнă. Кăҫал ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарта йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине хыпарланă. Украинăран килнĕ 15 граждан тата РФ 6 ҫынни наркотик салатма шут тытнă. Вĕсене ҫийĕнчех асăрханă, уголовлă майпа явап тыттарнă.   Пурĕ 5 уйăхра Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Ҫĕрпӳре йĕрке пăснă тĕслĕхсем 129 тупса палăртнă, вĕсене пурне те явап тыттарма йышăннă.

Ку хутĕнче наркăмăш «аллине» лекнисене сыватасси пирки те чылай калаҫнă. Профилактика ĕçĕшĕн яваплă органсем çул çитменнисен хушшинче çапкаланчăклăха, йĕркене пăснине пĕтерессипе çыхăннă ыйтусене тарăн тишкернĕ. Çавăн пекех Чăваш Енри вĕренӳ учрежденийĕсене терроризмран, криминаллă ĕç-хĕлтен, ачасен сывлăхне сиен кӳрекен информацирен сыхлассине те тĕплĕн тишкернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче наркотика пула йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 5 уйăх хушшинче 86 процента ҫити хăпарнине палăртнă. Ҫамрăксем ку енĕпе алхасни вара пурсăмăра та шухăша ярать.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче юлашки 5 ҫул хушшинче наркотика пула чирлекенсен йышĕ пачах та ҫук тенĕ.  

Вĕрентӳ пайĕнче йĕркеленĕ профилактика ĕҫĕсем ҫинчен Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов тарăнрах каласа кăтартнă. Ҫамрăксене спорта явăҫтарнине, обществăлла мероприятисене хастар хутшăнтарма тăрăшнине палăртнă министр.  Студентсем хушшинче тест ĕҫĕсене пурнăҫланă, пĕтĕмпе пĕрремĕш курсра вĕренекен 2713 ачана тĕрĕслев витĕр кăларма май килнине хыпарланă вăл, аслă шкулсенче, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан учрежденисенче те тăтăшах комплекслă ĕҫсем пулса пынине палăртнă.  

Паянхи ларăва хутшăннисем  консультаци, диагностика тата сиплев ĕçĕнче анонимлă меслетсемпе анлăрах усă курмалла, наркотиксене хирĕçле йĕркеленĕ социаллă рекламăна вăйлатмалла тесе чĕнсе каланă. Шкул ачисем хушшинче наркăмăш сиенне туйнисем пур-ха. Вĕсене 82 тĕслĕх тупса палăртнă регионта. Хыпарсене вăхăтра кирлĕ пек мĕнпур службăсене илсе ҫитернине каланă ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствин наркотика хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Данис Шакуров ҫула ҫитмен ҫамрăксем йĕрке тăтăшах пăснине асăннă, маларахри ҫулсенче кун пек тĕслĕхсен шучĕ питĕ сахалччĕ тенĕ вăл.   

 Районсене те ҫак асар-писер ҫитнĕ. Ачасем хăйсене шеллемесĕрех, наркăмăш «аллине» лекеҫҫĕ.  Калăпăр, Элĕкре, Хĕрлĕ Чутайĕнче, Тăвай тăрăхĕнче усал тĕслĕхсем пур-ха тенĕ Данис Шакуров.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кирек-епле усал ĕҫ пирки те хыпарсене тивĕҫлĕ службăсене илсе ҫитерме хушнă.  Уйрăмах вĕренӳ учрежденийĕсенче ĕҫлекенсене кун пирки асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин пĕтĕмлетнĕ тăрăх - вĕренӳ учрежденийĕсенче ытларах калаҫусем ирттермеллине, профилактика рейчĕсем тăтăшах йĕркелемеллине тепĕр хут асăнса хăварнă. Чăваш Республикин Наркотĕрĕслев управленийĕн те ҫак ĕҫсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче наркотиксемпе çыхăннă çивĕч ыйтусемпе хыпарсене пĕлтерсе тăмаллине палăртнă.

 

Республикăри наркотиксемпе çыхăннă лару-тăру пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Общество хăрушсăрлăхĕн тата сăнав управленийĕн пуçлăхĕн ертӳҫи Сергей Галошев тĕплĕн ăнлантарса панă, уйрăм кăтартусемпе паллаштарнă.

Район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисен доклачĕсене итленĕ, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

Михаил Игнатьев ларăва пĕтĕмлетнĕ май, комплекслă ĕҫсене йĕркелемеллине, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче наркăмăша хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă мероприятисене пурнăҫлама финанс тĕлĕшĕнчен укҫа-тенкĕ май килнĕ таран пăхса хăварма хушнă. 

Фоторепортаж



28 июня 2018
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter