Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев СШАри Филадельфи институчĕн профессорĕпе Джавад Парвизипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с профессором филадельфийского Института Ротмана (США) Джавадом ПарвизиҪĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев СШАри Филадельфи институчĕн профессорĕпе Джавад Парвизипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезированийĕн федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев хутшăннă.

«Эсир пирĕн тăрăха килсе ҫитни, хăвăрăн паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарни пирĕншĕн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев калаҫăва пуҫланă май. Хăнасене пирĕн ене килме кăмăл тунăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Чăваш Республикинче сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Медицинăна аталантарас ĕҫре Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезированийĕн федераци центрĕ сахал мар витĕм кӳнине хыпарланă. Тĕлĕнмелле йывăр суранланнисене те унта операци туса ура ҫине тăратнине ырласа каланă.  Медицинăри ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах тăрăшнине асăннă вăл сăмаха малалла вакланă май.

«Пирĕн медицинăра вăй хуракансем ҫынсен сывлăхне упраса хăварассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелеҫҫĕ. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхлантăр тесе, вĕсем регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине хăватлантарма витĕм кӳччĕр тесе тимлеҫҫĕ, сывă ачасем ҫитĕнтерччĕр тесе тăрăшаҫҫĕ», – пĕлтернĕ регион Ертӳҫи.

Джавад Парвизи профессор Чăваш Республикинчи федераци центрĕн ĕҫĕпе тĕплĕн кăсăкланнă. «Эпĕ сахал мар ҫĕршывсенче пулнă.  Нимĕн пытармасăрах калатăп, ҫав тери чаплă центр. Условисем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ», – тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ сумлă хăна. Вырăнти ертӳлĕх ĕҫсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Тĕнчере кун пек центрсем питĕ сахал. Кунта операци тунисен хисепĕ те ыттисенчен чи нумаййи.  «Кăтарту кăна мар, медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ те пысăк пулни чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать», – тенĕ пирĕн тăрăха килсе ҫитнĕ сумлă медицина ĕҫченĕ.  Палăртнă кун ертӳҫĕсем «ҫавра сĕтел» мелĕпе специалистсемпе калаҫу ирттернĕ,  тĕрлĕ ыйтусем тавра сăмахланă. Регионта ҫамрăк специалистсене хатĕрлес ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă ертӳҫĕ. Тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче вĕсем пĕр-пĕрин патне ҫитсе паха ĕҫ опычĕсемпе паллашасси пирки калаҫса килĕшнĕ.

Паян Джавад Парвизи доктор «Актуальные вопросы эндопротезирования крупных суставов» ятлă наукăпа практика конференцийĕн ĕҫне хутшăнать. Пĕтĕм халăхсен хушшинче пулакан мероприятине пуҫарса яраканĕсенчен пĕри пулса тăнă сумлă ертӳҫĕ. 2018-мĕш ҫулта утă уйăхĕнче СШАри Филадельфи  хулинче иккĕмĕш канашлу ĕҫне йĕркелеме плана кĕртнĕ. Палăртнă тăрăх, унта тĕнчери 82 ҫĕршывран паллă специалистсем пухăнма кăмăл тунă, вĕсен йышĕ 800 те иртсе каясси паллă. Раҫҫей делегацийĕн шутĕнче Шупашкарти федераци центрĕ те пур.    

Фоторепортаж



29 июня 2018
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter