Михаил Игнатьев «Актуальные вопросы эндопротезирования крупных суставов» наукăпа практика конференци ĕҫне хутшăннă

Ҫĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Актуальные вопросы эндопротезирования крупных суставов» наукăпа практика конференци ĕҫне хутшăннă.   

Пĕтĕмпе палăртнă мероприятине Раҫҫейри 20 регионтан 150 яхăн врачсем килсе ҫитнĕ.  Специалистсем СШАран, Германирен, Австрирен, Италирен, Литваран чылайăн пухăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, наукăпа практика ĕҫĕ паянхи медицинăшăн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулса тăнине асăннă, специалистсем пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕсемпе паллашнине каланă.  

«Ортопеди тата травматологи паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе пырать. Федераци центрĕнче тимлекенсем кулленех хăйсен ăсталăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ, тĕнчери чи паллă центрсене ҫитсе пĕлӳ шайне хăпартаҫҫĕ. Чи йывăр операцисене тума вĕренсе пыраҫҫĕ. Ҫĕнĕ технологиллĕ медицина пайне пурнăҫа кĕртессишĕн те ҫине тăрсах вăй хураҫҫĕ», тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

Республика Пуҫлăхĕ тата ҫакна та асăннă, юлашки ҫулсенче Чăваш Енри медицина пайĕ Раҫҫейри 85 регион хушшинче тивĕҫлĕ ĕҫлесе пыраканнисенчен пĕри тенĕ.  Палăртма кăмăллă, ĕҫ тухăҫлăхĕн кăтартăвĕпе 2017-мĕш ҫулта пирĕн республика хисеплĕ иккĕмĕш вырăнта тăрать. Халăха сывă апатпа апатлантарас ыйту та кун йĕркинчех.   Ҫынсене спорта явăҫтарасси, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнма вĕрентсе пырасси ыйту та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Регионта нумай ҫул пурăнакансен йышĕ ӳссех пырать, 100 ҫултан иртнисем те чылайăн. Нумай ачаллă ҫемьесем сахал мар. Халăх пĕр сăмахпа каласан, паянхи пурнăҫпа кăмăллă, вĕсене ҫирĕпленсе пыма кирлĕ пек условисем те ҫителĕклĕ тесе каланă сăмаха вакланă май Михаил Игнатьев.

Медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси паллах, кун йĕркинчи приоритетлă ыйту. 2013-мĕш ҫултан пуҫласа республикăри кашни 4-мĕш ФАП ҫĕнелнĕ, 2018-мĕш ҫул вĕҫленнĕ тĕле кăтартăва тата та пысăклатма тĕллев лартнă, кашни виҫҫĕмĕшĕ илемленсе кирлĕ пек медицина хатĕрĕсемпе пуянланасси планра пур.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне вĕҫленĕ май, пурне те тухăҫлă ĕҫлеме, ҫирĕп сывлăх, вăй-хăват суннă.

Чăваш Республикин хисеплĕ врач ятне тивĕҫнĕ   Игорь Григорьева савăнăҫлă лару-тăрура наградăна парса чысланă. Ăна нумай ҫул хушши хăйне шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа яваплăха туйса пурнăҫланăшăн мухтанă. «Федеральный центр травматологии, ортопедии и эндопротезирования» ФГБУ тĕп врачĕ Николай Николаев сăмаха малалла тăснă май, мероприятийĕн программи пысăк пулнине, пурин валли те кăсăклă темăсем пуррине хыпарланă.  

Ют ҫĕршывсенчен килнĕ экспертсем, паллă тухтăрсем: Джавад Парвизи, Раинер Бадер, Зигмунд Хоффман, Фридрих Тилеманн, Джозеф Альмаси тата ыттисем те хăйсен паха ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă.

Палăртнă кун тĕрлĕ куравсем те ĕҫленĕ. Медицина ĕҫĕнчи пысăк технологиллĕ хатĕрсене тирпейлесе тăратнă сумлă хăнасем валли.  Аса илтерсе хăваратпăр, 2009-мĕш ҫулта пирĕн Шупашкарта федераци центрĕ хута кайнă. Ăна «Сывлăх» нацин приоритетлă программипе килĕшӳллĕн хăпартса лартнă.  Унтанпа паянхи кунччен пĕтĕмпе центрта 52,9 пин операци ирттернĕ. Сахал мар ют ҫĕршывсенчен те чирлисем вĕсем патне килсе сипленеҫҫĕ. Кунне центрта 30 ытла операци тăваҫҫĕ. Халăх вĕсен медицина пулăшăвĕпе кăмăллă, ĕҫсене пысăка хурса хаклаҫҫĕ.  

Фоторепортаж



29 июня 2018
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter