Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей регионĕсенче алюминирен таварсене тирпейлесе кăларассипе тата ăна аталантарассипе ҫыхăннă ыйтупа ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă

Ҫĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей регионĕсенче алюминирен таварсене тирпейлесе кăларассипе тата ăна аталантарассипе ҫыхăннă ыйтупа ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă. «Объединение производителей, поставщиков и потребителей алюминия» Ассоциаци тата республика йĕркеленĕ Чăваш Енри мероприятине Раҫҫейри алюмини пайĕпе ĕҫлекенсем,  Чăваш Республикинчи промышленноҫ предприятийĕсен ертӳҫисем, ЖКХ тытăмĕнче вăй хуракансем, аслă тата вăтам пĕлӳ  паракан учрежденийĕсенче тимлекенсем, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем тата та ытти официаллă ҫынсем пухăннă.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ мероприяти ĕҫне пуҫтарăннисене тав сăмахĕ каланă. Паянхи экономикăшăн алюмини таварĕсен витĕмлĕхĕ ҫав тери пысăк пулнине палăртнă вăл сăмаха малалла вакланă май. «Алюминирен тирпейленĕ таварсене промышленноҫра, ял хуҫалăхĕпе строительствăра, ЖКХ пайĕнче усă курни экономикăна хăватлантарать. Граждансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерме пулăшать», – тенĕ вăл.

Енчен те ҫак таварсемпе ытти пайсенче те анлă усă курсан, регионăн экономики анчах мар, Раҫҫейĕн те ҫирĕпленĕ. Пысăк технологиллĕ производствăсем уҫăлсан, халăхшăн меллĕ, ĕҫ вырăнĕсем  пулаҫҫĕ.

Экспертсем палăртнă тăрăх, регионти промышленноҫра ҫулсерен 5 пин тонна алюминипе усă кураҫҫĕ.  Кăтарту малашне тата та ӳссе пырасси куҫкĕретех тенĕ специалистсем.

Ҫав вăхăтрах, ЖКХра, строительствăра ҫителĕксĕр алюмини таварĕсемпе усă курнине уйрăммăн палăртса хăварнă регион Ертӳҫи.

«Алюминипе инфратытăма ҫĕнетмелли хăш-пĕр проектсем хатĕр ĕнтĕ.  Эпир те ҫакăнпа ĕҫлеме килĕшетпĕр.  Укҫа-тенкĕне тавар перекетлеме май парать, унăн пахалăх шайĕ те тепĕр тесен пысăк», палăртнă Михаил Игнатьев.

Канашлу ĕҫне пухăннисем умĕнче ҫакăн пекех «Объединение производителей, поставщиков и потребителей алюминия» Ассоциацийĕн председатель ҫумĕ Ирина Казовская тухса калаҫнă. Ертӳҫĕ ҫĕршывра ҫак тавар анлă сарăлассине хыпарланă. Вĕсен организацийĕ те ыйтупа ҫивĕч ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче кăларнă указне тĕпе хурса, Ассоциаци ятарлă программа пурнăҫа кĕртме хатĕрленнине палăртнă Ирина Казовская. Енчен те планри ĕҫсем пурнăҫлансан, халăх валли тата та ҫĕнĕ 20 пин ытла ĕҫ вырăнĕ тупăнасса шантарнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  регион Ассоциаципе тухăҫлă ĕҫлесе пынине каланă. Проектсем те пуррине, вĕсем    палăртнă организацишĕн питĕ кăсăклă пулма пултарасса пĕлтернĕ.

«Пулас специалистсем ҫĕнĕ технологисене вăйлатассишĕн тăрăшĕҫ. Паха таварсем тирпейлесе кăларас ыйту та ҫивĕч тăрать. Алюмини таврашне сварка тума вĕренесси пирки ыйтусене тарăн тĕпчеҫҫĕ», –  тенĕ вăл.   

Тĕпчев институчĕсем ҫак ĕҫе витĕм кӳнине хыпарланă регион Ертӳҫи. «Чăваш Республикинче Чăваш патшалăх университетĕнче ҫĕнĕлле ĕҫлеме вĕренмелли ятарлă центр уҫнă. Вăл «Ҫеҫпĕл» предприятипе тачă ҫыхăннă.  Раҫҫей шайĕнче пĕртен-пĕр организаци тесен те йăнăш мар», хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.  

Канашлура тĕрлĕ проектсемпе паллашнă, вĕсен кăсăклă мероприятийĕсем пирки тарăн тĕпченĕ, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Паха ĕҫ опычĕсем ҫинчен Чăваш Енри промышленноҫ пайĕнче тăрăшакансем каласа кăтартнă, ҫĕнĕлĕхсем пирки чарăнса тăнă.  

Фоторепортаж



29 июня 2018
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter